Сӳтнӗ пӳртне нумай çул иртсен кӗрсе курнă
Пӳрте тустарма килнӗ чух çемье яшка çисе ларнă, вӗсене урама тухăр тесе кăшкăрнă. Анчах хăй пӳртӗнчен камăн тухасси килтӗр? Вӗсем çаплах апат тунă. Лешсем хăпарса кайса ишме тытăнсан сӗтел çине мачча хăмисен хушшинчен тăпрас юхса тăнă...
Дария Ларионова (хӗр чухнехи хушамачӗ Шуркина) 93 çулпа пырать. Вăл 38 çул Кивӗ Çӗпрелӗнче райпо тытăмӗнче бухгалтерта вăй хунă. Çураласса вара Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1928 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Ачалăхӗ питӗ тертлӗ тата хăрушă килнӗ унăн.
9 ачаллă çемьене çуртсăр хăварнă
– Аттепе аннен эпир тăхăр ачаччӗ. Пирӗн йăхра виçӗ Петр Петрович – ман тете, атте тата асатте. 1931 çулта атте çуртне тустарса район центрне илсе кайнă, эп ун чухне виççӗ те тултарман пулнă. Пирӗн аптиркка пулнă, унпа кӗрпе уйăрнă. Хам та кăштах тӗлӗкри пек астăватăп: сарлака та тайлăк кӗпер çинче икӗ лаша тăратчӗ, вӗсем утнă май кӗперӗ çаврăнатчӗ, тӗнӗлӗ хулăнччӗ. Ӗçлемен чух хам та кӗперӗ çине хăпарса курнăччӗ пек астăватăп.
Пӳрте тустарма килнӗ чух çемье яшка çисе ларнă, вӗсене урама тухăр тесе кăшкăрнă. Анчах хăй пӳртӗнчен камăн тухасси килтӗр? Вӗсем çаплах апат тунă. Лешсем хăпарса кайса ишме тытăнсан сӗтел çине мачча хăмисен хушшинчен тăпрас юхса тăнă тет. Икӗ пӳлӗмлӗ пӳрте, крыльцана, аслăк-вите таврашне, аптирккана виçӗ лашапа виçӗ кунра та турттарарса пӗтереймен тетчӗç. Темиçе лашана, ытти выльăхсене, мӗнпур тырра – пӗтӗмпех илсе кайнă. Мунчана çеç тивмен, анчах унта пирӗн кӗме юраман. Пусă тарасине ял валли кирлӗ тесе хăварнă. Аттене суд туса пилӗк çула тӗрмене хупнă, çемьене урамра тăратса хăварнă.
Пӳрте тустарнă чух манăн тетесем çынсем патӗнче пытанкаласа пурăннă, илсе каясран хăранă. Пирӗн çемье пилӗк çул Албутов Миккалайсем патӗнче пурăнчӗ. Миккалай арăмӗ ман аттепе пӗртăванччӗ. Кайран аттене аптирккара ӗçлеме пулăшнă Миккалай ятлă арçын мунчана хăй укçипе туянса пире пачӗ. Мунчана тăм кирпӗчпе хушса хучӗç, эпир çавăнта пурăнма куçрăмăр. Атте 1935 çулхи июльте срокӗнчен маларах тӗрмерен таврăнчӗ. Унтан нушалана-нушалана пӳрт лартрӗ.
Аттепе анне тетесен юлташӗсене – хамăр касăра пурăнакан Казаков Элексантăрпа Тяппана – шеллесе тăхăнма пальто тавраш, атă-пушмак панине каласа паратчӗç. Кайран ку çемье Чăваш Ене куçса кайрӗ.
Атте – Петр Петрович Шуркин – 1883 çулхиччӗ. Анне – Перасковия Федотовна – унран икӗ çул кӗçӗнччӗ, унăн хӗр чухнехи хушамачӗ Смоленцова. Пӳрте тустарма киличчен анне хăйӗн вилӗмлӗх тумне кӳршӗри Алякинсем патне кайса ланчашкапа чӗркенӗ те витери урай хăмисене илсе пытарса хунă пулнă. Шурă кӗпи аркине, çаннине вӗтӗ тӗрӗпе тӗрленӗччӗ. Анчах кӗпи пурпӗрех выльăх каяшӗпе вараланнăччӗ, йӗр-йӗр сап-сарăччӗ, çусан та каймарӗ. Аннене çаплипех пытартăмăр. Вăл 61 çул пурăнчӗ. Юрать, Алякинсем аннен вилӗмлӗх тумне хăйсем патне пытарма ирӗк панă-ха, ун чухне репресси тунă çынсемпе çыхланма та хăранă, лешсене хăйсене те айăплама пултарнă вӗт, – тет Дария Петровна.
Ваççа тете вăрçăран таврăнаймарӗ
Аслă вăрçă халăха пушшех те пысăк инкеке кӗртсе ӳкернӗ.
– Тăватă тетене фронта илсе кайрӗç, Елюк аккана Алякина Елюкпа (ялта Кăркăс Елюкӗ тетчӗç) пӗрле ФЗОна ăсатрӗç. Анне ялан йӗретчӗ. Каçпа пӳртре лампа çутма юраман, чӳречесене карса хураттăмăр. Фронт валли çӗрулми типӗтетчӗç, алсиш-чăлха çыхатчӗç. Елюк аккана кайран Тархана окоп чавма та илсе кайрӗç. Вăрçă вăхăтӗнче атте те вилчӗ. Эпир килте кӗçӗннисем кăна юлтăмăр. Чи асли, Ваççа тете (1910 çулхи), вăрçăран таврăнаймарӗ, хыпарсăр çухалчӗ. Миккалай (1912 çулхи) чирлӗччӗ, пӗчӗк чухне вăл чупса иртекен лашасем хушшине юлнă, вăйлă хăранă. Ăна кайран пăлтăр пусми айӗнчен тупнă. Çавăнтан чире кайнă, вăл 1944 çулта вилчӗ. Петя тете (1914 çулхи) вăрçăра тыткăна лекнӗ, нуша курнине каласа паратчӗ. Хамăрăн пӗр салтак çӗрнӗ çӗрулми илсе çиме хăтланнăшăн ăна нимӗç персе пăрахрӗ тетчӗ. Илькка тете Днепр шывӗ урлă каçнă чух фашистсемпе куçа-куçăн, алă вăйӗпе çапăçнине каласа паратчӗ. Ăна пӗр нимӗç хыçалтан сиксе ларса пăвма тытăннă, анчах вăл вӗçерӗнме пултарнă, лешне хăйне тӗп тунă. Кайран вăл штабра та ӗçленӗ. Элекçей тете (1925 çулхи) яппун самурайӗсемпе çапăçнă, аманнă, контузи пулнă. Телее, Ваççа тетесӗр пуçне ыттисем пурте киле таврăнчӗç, ватăличчен пурăнчӗç. Пирӗн ялта вăрçăра пӗр килтен 4-5 çын вилни те пур. Вăрçăра пирӗн ялтан пурӗ 188 çын пуç хунă, – аса илет вăл çулăмлă çулсене.
Пӗрремӗш шалу
Тарье 9 çулта шкула кайнă. Пӗрремӗш учителӗ Кирилл Дмитриевич Селендюков пулнă, кайран вăл вăрçăра çухалнă. Ялти 7 класлă шкула пӗтерсен хӗрача 8-мӗш класа Аслă Аксăва çӳренӗ, 9-мӗшне вара – Кивӗ Çӗпрелне. 1949 çулта тăххăр пӗтерсен хӗрачана кӳршӗ ялти, Кивӗ Чукалти, сельпора счетоводра ӗçлекен Елюк акăшӗ хăйне пулăшма тесе пӗрле илсе кайнă. Малтанхи уйăхра 13 тенкӗ шалу укçи илсен еплерех савăннине Тарье акка паян та лайăх астăвать. Çапла вара вăл шкула пăрахсах кунта виçӗ çул ытла ӗçленӗ.
Унтан Илькка тетӗшӗ сӗннипе вăтам пӗлӳ илес тесе Вăта Тимӗрçен шкулне 10-мӗш класа кайнă, пулас поэтпа Анатолий Ермиловпа (Юман) пӗрле вӗреннӗ.
– Тимӗрçенте интернатра пурăнаттăмăр, столовăйра апат çитеретчӗç. Шкулта Чăвашкасси ачисем – Ермилов Тольăпа Гена вӗренетчӗç. Вӗсен ашшӗ-амăшӗ çукчӗ, тăлăхчӗ. Эпир вӗсене çав тери шеллетӗмӗр. Толя гитара каласа хурлăхлă юрăсем юрлатчӗ. Пӗр юррин темиçе сăмахне халӗ те астăватăп-ха: «Не всем дано летать, удачу догонять», – каласа парать Тарье акка.
Хăймалу кинӗ
Вăтам пӗлӳ илнӗ, малтан счетоводра ӗçлесе курнă хӗре 1952 çулта Кивӗ Çӗпрелӗнчи райпон тӗп бухгалтерӗ Никифор Егоров хăй патне илнӗ. Кăштах ӗçлесен хӗре Упи ялне сельпона янă, унта вырăс арăмӗ патӗнче хваттерте пурăннă. Кунта ăна 1954 çулта Хăймалу çынни курнă та хăйсен тăванӗпе Ананий Ларионовпа паллаштарнă. Тепӗр çул вара Дария Шуркина ăна качча тухнă, Хăймалăва пурăнма куçса каялла райпона ӗçе кӗнӗ. Ӗçленӗ май Хусанти кооператив техникумӗн бухгалтери уйрăмне куçăн мар пӗтернӗ. Ананий райкомра пӗрлехи пайра секретарьте вăй хунă, кайран ӗç тăвакан комитета пӗрлехи пая куçнă. Вӗсен ывăл та икӗ хӗр çуралнă. Çемьене райцентрта хваттер панă. Çапах та тăхăр çул Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăннă хыççăн Ларионовсем Хăймалура пӳрт лартнă.
– Шел, Ананий 1969 çулта вилчӗ, виçӗ ачана пӗчченех ура çине тăратрăм. Кашни кун хам ӗçе кайнă чух вӗсене Кивӗ Çӗпрел шкулне илсе каяттăм, кӗçӗннине вара, Юльăна, çунапа туртаттăм. Çырма урлă кӗпер çукчӗ, лачака, çумăр, тăман вăхăтӗнче питӗ хӗнччӗ каçма, – аса илет Дария Петровна.
1963 çулта Çӗпрел районне Пăва районӗпе пӗрлештерсен райпо пӗтнӗ, çыннисем сапаланнă. Тарьене Кивӗ Çӗпрелӗнчи сельпона куçарнă. Вăл вăхăтра унта Çӗнӗ Йӗлмел хӗрӗ Валентина Угандеева ӗçленине те калать вăл. Тарье акка 1976 çулта общепит тытăмне куçнă, аслă бухгалтерта тăрăршнă. Хăш чухне отпуск та паман, укçине панă та ӗçлеме хушнă. 1983 çулта вăл тивӗçлӗ канăва тухнă,1985 çулта вара ӗçлеме пăрахнă.
Пирӗн пӳртре больница пулнă
– Пӗррехинче мана район больницин территорийӗнче Быков Миттюк курчӗ. Вăл хамăр ял çынни, унта хуçалăх ӗçӗсене туса пыратчӗ. «Тарье, хăвăр пӳртӗре курас килмест-и?» – ыйтрӗ вăл манран. Мана йывăç çурта илсе кӗчӗ, унта вăл ут хатӗрӗсене усратчӗ. Малтан ку çуртра врачсем пурăннă иккен, кайран больницан пӗр уйрăмӗ пулнă. Çапла вара эпӗ хамăрăн тустарса кайнă пӳрте темиçе теçетке çул иртсен кӗрсе куртăм. Чӳрече саккисене, стенисене алăпа сӗртӗне-сӗртӗне пăхрăм, – каласа парать Тарье акка.
Юлашки 12 çул Тарье аккана хӗл каçма ялта хăвармаççӗ, Ульяновскра пурăнакан ачисем хăйсем патне илсе каяççӗ. Май уйăхӗ çитсенех вара вăл яла таврăнать. Пӗччен мар, унпа пӗрле Юлия хӗрӗ те пырать, амăшне пӗччен пурăнтармасть. Паллах, ачисем хăйне пăхни халь Тарье аккашăн пысăк телей.
Николай Ларионов-Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Дария Петровна Ларионова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев