СУД ЗАКОНПА КИЛӖШНӖ
РФ Верховный сучӗ Ультра саслă тӗпчеве (УЗИ) сиплекен врач направленийӗсӗр тума ирӗк çук текен законпа килӗшнӗ.
РФ Верховный сучӗ Ультра саслă тӗпчеве (УЗИ) сиплекен врач направленийӗсӗр тума ирӗк çук текен законпа килӗшнӗ.
Кăшт маларах çакăн пек истори пулса тухнă. Патшлăх поликлиникинчи тухтăр пациенткăна УЗИ иртме сӗннӗ. Анчах çав-çав клиникăна кайса тӗпчев иртме ятарлă формăпа направлени çырса паман. Вырăна çитсен пациенткăна УЗИ специалисчӗ йышăнма килӗшмен. Тарăхнă хӗрарăм ку клиникăна суда панă. Унăн шучӗпе врач ăна йышăнни çинчен панă хутпа вăл УЗИ иртме клиникăна хăйех суйласа илме пултарать.
Суд иск заявленине пăхса тухнă, анчах УЗИ иртмелли йӗркене улăштарман. Сывлăх сыхлав министерстви хальхи йӗрке хăрушсăрлăх принципӗсемпе медицина процедурин тӗллевлӗхне тытса тăма пулăшать тесе ăнлантарнипе РФ Верховнăй сучӗ килӗшнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев