Суеҫҫӗсен намӑс ҫук, пуласси те иккӗленӳллӗ
Суд приставӗ виҫӗ ҫул суя дипломпа ӗҫленӗ
Хусанти Вахитов районӗн судне 3 ҫул хушши подделкӑ-дипломсемпе суд пристӑвӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑмӑн ӗҫӗ ҫитнӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР прокурорӗн аслӑ пулӑшакӑнӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2018-2021 ҫулсенче Ҫырчаллинчен килнӗ хӗрарӑм Хусанта аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан икӗ суя диплом кӑтартса суд приставӗнче ӗҫленӗ.
Ҫакӑ Раҫҫей суд приставӗсен Тутарстан Республикинчи Управленине коррупцие хирӗҫ кӗрешекен уйрӑм тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Хӗрарӑм пирки «Использование поддельного документа, представляющего права» статьяпа уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев