Çак виçӗ кунра хуть мӗнле кăсăк мероприяти йӗркелесен те Чаша çывăхӗнче виçӗ куна тăсăлнă концерт-фестиваль чи йышли, чи пысăкки пулса юлӗ
Ӗнер сентябрӗн 18-мӗшӗнче 52 пин çын пулнă концертра. Вӗсенчен ытларах пайӗ çамрăксем, пӗрремӗш хут сасăланисем те пур вӗсен хушшинче. Сăмах «Время молодых» уяв çинчен пырать.
«Çамрăксем унта канса вăхăтне ирттернипех вӗçленмен программа. Вăл самай анлăрах: харкам пурнăç, хутшăнусем çинчен ӗçе вырнаçассипе, карьера тăвассипе çыхăннă ыйтусем çине çамрăксем шăп çакăнта хурав тупма пултарчӗç», – палăртрӗ Азат Абзалов.
Хусанта сентябрӗн 20-мӗшӗнче те суйлавçăсене кăмăллă сюрпризсемпе савăнтараççӗ – 170 тӗлте ярмарккасем уçса халăха кирлӗ тавара 20 процент (йӳнӗрех те) сутаççӗ.
Суйлав кунӗсен кульмиацийӗ, финалӗ те сентябрӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре пуçланакан «Казан» Çемье центрӗ çывăхӗнчи «Пӗтӗм çемьепе суйлава» фестиваль пулса тăрать. Унта мастер-классем, фотозонăсем, гастрономи площадкисем ӗçлӗç. Пысăк концерта паллă тутар эстрада çăлтăрӗсемпе – Гузель Уразова, Фирдус Тямаев, Салават Фатхетдинов – пӗрле çӗршыра пурте пӗлекен юрăçсем: «Кар-Мэн» ушкăн, Mia Boyka, Татьяна Куртукова хутшăнаççӗ. Çаплах Дмитрий Железновăн капелли тата ТР Патшалăх камерлă хорӗ пулаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев