Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сунар пăшалне ятарлă çар операцине яма пулать

Пӗлтӗр август уйăхӗнче «Za мирное небо» ыркăмăллăх фончӗ Росгвардипе пӗрле «Передай ружье бойцам СВО» акци пуçланине, акци шайӗнче республикăра пурăнакан 556 çын 668 сунар пăшалне ятарлă çар операцине яма панине, вӗсене 45 çар частьне ăсатнине «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа панă.

Ыркăмăллăх фондăн председателӗ Тимур Эткеев Раççей Оборона министерстви дронсемпе кӗрешме пăшалсем парсах тăнине, анчах фронт линийӗ 2 пин километра тăсăлнипе, беспилотниксем 40 километра çити шалалла кӗрсе кайма пултарнипе СВОра пирӗн пулăшу та кирлине пӗлтернӗ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан «Степь» хушма ятлă аслă оператор дронсемпе кӗрешме йӗтреллӗ патронсем мелле пулнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, вӗçсе килекен дрона персе антарма 10 çеккунта яхăн кирлӗ. Вăхăт сахал пулнăран, кун пек чухне сунар пăшалне усă курни тухăçлăрах, мӗншӗн тесен вăл автомат пек пӗр вырăна пемест, пысăк радиуса сарăлать.

Хӗç-пăшал çаврăнăшӗн тӗрӗслев пайӗн пуçлăхӗн çумӗ Рамиль Камалиев пăшалăн лицензи срокӗ тухнă пулсан, ăна ятарлă çар операцине яма шутласан хуçине административлă явап тыттармаççӗ. Йӗрке çаврăнăшне тӗрӗслесе тăракан отдел туртса илнӗ 250 пăшала та СВОна ярасси çинчен каласа хăварнă вăл.

Сунар пăшалне ятарлă çар операцине яма парас текенсене февралӗн 20-мӗшӗнче Росгвардин Тутарстанри управленийӗн Лицензи илме ирӗк паракан центрӗнче (Лазарев урамӗ, 16 çурт) кӗтеççӗ. Ятарлă кунсем уйăрнипе (ытларикун е кӗçнерникун) пăшала СВО валли парасси нумай вăхăт йышăнмасть, 10 минутран ытларах мар. Палăртнă кун çырăнмасăрах килме юрать, хăвăрпа паспорт, пăшал тата ирӗк паракан документ илмелле. Договорпа акт тултарсан пăшала учетран кăлараççӗ. Çавăн пекех СВОна яма патронсем те йышăнаççӗ. Хӗçпăшала палланă çын валли яма та пулать. Ыйтусем пулсан +7 (800) 10-16-160 телефонпа шăнкăравламалла.

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра 39 пин ытла çын 44 пин ытла пăшала регистрациленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Помощь СВО