Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» пики конкурса 15 хӗр хутшăннă

Тутарстанран кăна мар, Чăваш Республикипе Ульяновск облаçӗнчен те

«Çакнашкал пултарулăх конкурсне хутшăнни пирӗн çамрăксене ӳсме, аталанма пулăшать. Вӗсем çак конкурссенче хăйсем мӗн пултарнипе пултарайманнине ыттисем çине пăхса хаклама пултараççӗ», – терӗ «Тутарстанри чăваш пики» конкурсăн директорӗ Сильвия Чаркина.
«Эп конкурса хутшăнакан хӗрсене социаллă сетьсене кăлартăм, вӗсене питӗ нумай çын пăхнă. Вӗсем пурте пултаруллă. Хӗрсене пирӗн халăхăн илемне кăтартнăшăн пурне те тав тăватăп», – терӗ «Раççей чăваш пики -2016» конкурсăн çӗнтерӳçи Ксения Романова. 
«Чӗлхеçӗ пулнă май, эпӗ хӗрсем чӗхене мӗнлерех пӗлнине хакларăм. Эсир çав тери хитре калаçатăр чăвашла, малашне те çапла калаçăр. Пирӗн сире пурне те «Тутарстанри чăваш пики» конкурсăн сцени çинче курас килет», – терӗ «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ Ирина Кузьмина.  
Кашни хӗрӗн «визиткине» жюри пысăк хак панă. Пултарулăх конкурсӗнче те хӗрсем тӗрлӗ енлӗ таланчӗсене кăтартнă. Анчах та çӗнтерекен пӗрре кăна пулать.  
Номинацисемпе жюри пӗтӗмлетӗвӗсем çапларах пулчӗç:
Ульяновск облаçӗнчи Елизавета Аюгова – «Интернет пике»;
Чăваш Республикинчи Кристина Калинина – «Кӳршӗри чи пултаруллă пике»;
Элмет районӗнчи Елизавета Бикбова – «Илем пике»;
Нурлат районӗнчи Раиса Кузьмина –  «2-мӗш вице-Сувар пики»; 
Çырчаллинчи Анастасия Алексеева – «1-мӗш вице-Сувар пики»;
Хусанта пурăнакан Валерия Зубкова – «Сувар пики».
Кашни çӗнтерӳçӗне «Сувар» хаçатăн редакторӗ Ирина Трифонова хаклă парнесем пачӗ. Спонсорсемпе пулăшакансене – Вера Юнусовăпа Сергей Чаркина тав тăватпăр. 

Юлия Еремеева сăнӳкерчӗкӗнче – çӗнтерӳçӗ Виктория Зубкова

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев