«Сувар» вулар – пӗрле пулар!
ДЕКАБРӖН 3-13-МӖШӖСЕНЧЕ ЙӲНӖРЕХПЕ ÇЫРĂНТАРАÇÇӖ
Хисеплӗ вулакансем! Савăнăçлă хыпар пӗлтеретпӗр сире: Раççей Почти каллех çырăнтару декади ирттерме йышăну тунă. Апла-тăк декабрӗн 3-13-мӗшӗсенче юратнă хаçат-журналсене 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче илсе тăма йӳнӗрех хакпа çырăнма май пур. «Сувар» хаçата çак тапхăрта Тутарстанри хуть те хăш çыхăну уйрăмӗнче те, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та 571 тенкӗ те 8 пуспа çырăнма пулать (тӗп хакран 76 тенкӗ те 92 пус йӳнӗрехпе). Раççейӗн ытти регионӗсенче те çак тапхăрта «Сувара» йӳнӗрехпе çырăнма май пур, хаксем тӗрлӗ регионта тӗрлӗрен. Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, ытти регионсенче – П7093.
Çырăнтару кампанийӗ вӗçлениччен пӗр уйăх кăна юлчӗ, шутлă кун вăл хăвăрт иртет. Çавăнпа та декада вăхăтӗнчи йӳнӗрех хакпа усă курса «Сувара» 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли вăхăтра çырăнăр, хаклă вулаканăмăрсем!
«Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче хальхинче те акци ирттеретпӗр – шăпа ярса парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – смартфон. Акцие хутшăнас тесен «Сувара» 2021 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли (6 уйăха) çырăннă квитанцин копине редакцие ярса памалла.
«Сувар» вулар – пӗрле пулар!
Редакци.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗнче: Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Валентина Селиванова, «Сувара» мӗн тухма пуçланăранпах çырăнса илсе вулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев