Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Свияжскра «Туристический код» проекта пурнăçа кӗртме пуçланă

Проект шайӗнче утрав территорине çулçӳревçӗсемшӗн меллӗрех тата хăтлăрах тăвӗç: навигацие çӗнетӗç, кӗмелли ушкăнсене хăтлăлатӗç тата авалхи архитектурăпа килӗшсе тăракан пӗр курăмлă стиль туса хурӗç.

Тутарстанри чи илемлӗ вырăнсенчен пӗринче – «Остров-град Свияжск»  музей-заповедникра – «Туристический код» проекта пурнăçа кӗртес ӗçсем пуçланнă. Проекта  «Туризм и гостеприимство» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ТР туризмпа патшалăх комитечӗ, Тутарстан хулисене аталантармалли институт, «Остров-град Свияжск»  патшалăх историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗ тата Ешӗлвар муниципаллă районӗ пурнăçа кӗртет.

Навигаци тата информаци хутлăхне туллин çӗнетесси проектăн  тӗп тӗллевсенчен  пӗри. Патшалăх комитетӗнче палăртнă тăрăх, туристăн кирек мӗнле объекта та тупма çăмăл пулмалла, çав вăхăтрах указательсем Свияжскăн сăн-сăпатне пăсмалла мар. Урамсенче çӗнӗ стендсем, указательсемпе табличкăсем пулӗç. Музей объекчӗсем çине те уйрăм пусăм тунă: вӗсен вывескисене çуртсен архитектура уйрăмлăхӗсене пăхса хатӗрлӗç. Пур информацие те виçӗ чӗлхепе: вырăсла, тутарла тата акăлчанла – вырнаçтарӗç. Япăх куракан çынсем валли те табличкăсем пулӗç. Унсăр пуçне утрав çинче çӗнӗ саксемпе урнăсем вырнаçтарӗç. Çавăн пекех туалетсене çӗнетӗç, çӳп-çап пуçтарма меллӗ вырăнсем тăвӗç.

Утрав çине кӗмелли вырăнсене те хăтлăлатӗç. Реконструкци причал енчен кӗмелли ушкăна пырса тивет. Кунта кӗрекен тата тухакан пассажирсен юхăмӗсене уйăрмалли павильона çӗнетӗç, навигаци элеменчӗсене вырнаçтарӗç тата кану зонисене йӗркелӗç. Автомобиль парковки патӗнче пусмана та юсӗç, çутă хушӗç, туристсем хăйсен маршрутне тӳрех планлама пултарччăр тесе пысăк карттăсем вырнаçтарӗç.

 «Туристический код» проектăн тӗп тӗллевӗ – туристсене Свияжскра çӳреме хăтлă та интереслӗ тăвасси. Çакă архитектура палăкӗсене упраса хăварма, вӗсене пурин валли те юрăхлă тума май парать. Аса илтеретпӗр, маларах  проекта Пăлхар музей-заповедникӗн территорийӗнче ăнăçлă пурнăçланă, унта кӗмелли зонăна çӗнӗлле йӗркеленӗ, навигаци тытăмне пӗтӗмпех çӗнетнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: свияжск туризм Госкомитет по туризму РТ турисический код