Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО, çапăçу ветеранӗсен, Раççей Геройӗсен малашне транспорт налогне тӳлемелле пулмӗ

Çакăн пек йышăну тунă ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем паянхи ларура.

Тутарстан Патшалăх Канашӗн февралӗн 19мӗшӗнче иртнӗ 18-мӗш ларăвӗнче транспорт налогӗ çинчен калакан республика законне улшӑнусем кӗртесси çинчен закон проектне пӗрреӗмш вулавра  йышӑннӑ. 

Ăна республика законне Федераци законӗпе пӗрпеклетес тӗллевпе тӳрлетӳсем кӗртме йышăннă.

Çапла вара республика шайӗнчи закон, Федерацинни пекех малашне СВОна хутшӑннисене тата вӗсен çемйисен пайташӗсене,  2022 çултан пуçласа çапӑçу ветеранӗн ятне илнисене, Совет Союзӗн Геройӗсене тата Раççей Геройӗсене, Социализмла ӗç Геройӗсене, Раççей Федерацийӗн Ӗç Геройӗсене, çавӑн пекех кăçалтан пуçласа виçӗ степеньлӗ Мухтав орденӗпе чысланӑ çынсене транспорт налогне тӳлессинчен хӑтарать.

Налог льготи пӗр транспорт хатӗрӗ çине кăна парăнать. Калăпăр асăннă категорие кӗрекенӗн икӗ и ытларах транспорт хатӗрӗ пулсан хăшиншӗн тӳлемессине вăл хăй йышăнать. Налог льготипе усă курма ытти сăлтавсем пур пулсан та çавах транспорт налогӗн льготи ытти машинашăн тӳлемелле маррине пӗлтермест.

Сăнӳкерчӗксем https://tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет РТ