Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВОна хутшăннă Николай Нестеров пӗр кунрах курсант та, депутат та пулса тăчӗ

Аслă çар училищин мӗнпур тӗрӗслевне ăнăçлă иртнӗ Пăва район каччине мандат комиссийӗ кăçал августăн 23-мӗшӗнче, каярах Оборона министерствин приказӗпе училищӗне вӗренме илнӗ

Хусанти Жуков орденӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлă аслă танк команда училищи çирӗпленнӗ йăларан кăçал та пăрăнмарӗ. Шăпах хăйӗн профессилле уявӗнче, Танкист кунӗнче (кашни çул сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунне лекекен уяв хальхинче шучӗпе 79-мӗш), пӗрремӗш курс курсанчӗсем присяга йышăнаççӗ кунта. Кăçал вăл сентябрӗн 14-мӗшне тӳр килчӗ. Раççейри Танк çарӗсем валли офицерсем хатӗрлекен пӗртен-пӗр аслă çар училищине каччăсем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен вӗренме килеççӗ. Кăçал ку енӗпе хăйевӗрлӗх те пур, тин кăна вӗренме кӗнисенчен 60 проценчӗ ятарлă çар операцине хутшăннисем. Вӗсенчен пӗри – Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ял каччи Николай Нестеров.

1886 çултах йӗркеленнӗ, пуян историллӗ Танк училищин сумӗ пысăк, мӗншӗн тесен Раççейӗн чи вăйлă çарӗсенчен пӗри шутланакан Танк çарӗ валли кунта яланах чи лайăх специалистсене хатӗрленӗ, хатӗрлеççӗ те. Çакна училище уçăлнăранпа унăн 74 вӗренекенӗ Совет Союзӗн Геройӗ, 5-шӗ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, 43-шӗ Раççей Геройӗ (вӗсенчен 28-шӗ ятарлă çар операцийӗнче) пулма тивӗçни те çирӗплетет.

Çар опычӗ пулăшать

Саманине кура, паянхи курсант-танкистсене вăйлатса хăвăртлатнă программăпа хатӗрлеççӗ. Вӗсем халӗ унчченхи пек 4-5 мар, 3,5 çул вӗренеççӗ. Вӗрентӳ программине пилотсăр система, радио­электронлă кӗрешӳ, пӗтӗм енчен тивӗçтерӳ никӗсӗ пек дис­цип­линăсем те кӗнӗ. Чи пысăк тимлӗх, паллах, практика çине. Пулас танкист-офицерăн командир тивӗçне задани илнӗ самантран пуçласа çапăçуран тухичченех пурнăçлама вӗренмелле. Вӗрентӳ программине паянхи лару-тăрăва, çӗнӗ технологисене тӗпе хурса йӗркелеççӗ. Чи вăйлă практика вара – ятарлă çар операцийӗ. Çавăнпа çар опычӗ пур çакăн чухлӗ салтака вӗренме илни калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ.

– Çар опычӗ пурри уйрăм дисциплинăсене вӗреннӗ чух çав тери ла­йăх пулăшать халӗ. «Тактикăра», тӗслӗхрен, эпир ун структурине питӗ лайăх ăнланатпăр, ăçта мӗн тумаллине чухлатпăр. Тин кăна шкул пӗтернӗ, çар опычӗ çук атьсене сӗнӳсем паратпăр. Хамăрăн 17-мӗш ротăн командирне Нафис Альфисович Нурияхмитов майора уйрăммăн палăртас килет, вăл пӗрремӗш кунранах мӗнпур енӗпе пулăшать пире, тав ăна, – пӗлтерчӗ кун пирки пӗрремӗш курс курсанчӗ, СВО ветеранӗ Николай Нестеров.

Тăватă награда

Пăва районӗнчи Хирти Кушкă каччин çар опычӗ чăнах та пысăк. Сывлăхпа «А» ушкăн, çар специальноçӗпе стрелок пулнăскер вăл СВОна тулли мар мобилизаципе 2022 çулхи октябрь уйăхӗнчех кайнă. Мотострелоксен 430-мӗш полкӗн йышӗнче (шăпах Хусанти Танк училищин никӗсӗнче йӗркеленнӗ) Донецк енчи фронтăн пӗрремӗш лини­йӗнче пурăнмалли пунктсемпе (паллă сăлтавсене пула ячӗсене асăнмăпăр) вăрман йăрăмӗсен оборонинче тăнă. «Ку задачăна эпир ăнăçлă пурнăçларăмăр. 2024 çулхи çулла пуçламăшӗнчен çар командованийӗ пирӗн подразделенисен умне урăх задача лартрӗ. Эпир ВСУ позицийӗ­сене хамăрах штурмласа туртса илме, кайран вӗсене хамăрах тытса тăма тытăнтăмăр, – аса илет вăл фронт­рине. – Хама илес пулсан, СВОра ман задачăсем тӗрлӗренччӗ, çар çыннин ман универсаллă пулмаллаччӗ: харпăр йышпа ӗçлемелле, информацие салтаксене вăхăтра çитермелле, документсемпе ӗçлемелле, пăшалпа пемелле, апат-çимӗçпе тата кирлӗ ытти япаласемпе тивӗçтермелле... пурне те каласа пӗтерме те çук».

2022 çултанпа Николай Нес­теров ятарлă çар операцийӗнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тăватă наградăна: «За воинскую доблесть», «За участие в СВО», «За оборону РФ» тата «За храбрость» II степеньлӗ медальсене тивӗçнӗ. 

Телейлӗ билет

Пултаруллă та йăрă салтака командирсем те асăрхаман мар. Ротăн Квазар позывнойлă командирӗпе унăн Купер позывнойлă çумӗ Пăва район каччин тин кăна килнӗ кашни салтакпа хăвăрт пӗр чӗлхе тупса вӗсене тӗплӗн ăнлантарас пултарулăхӗ пысăккине курса ăна Хусанти Танк училищине вӗренме яма йышăннă. 

«Кирлӗ документсене хатӗрлесе аслă çар училищине вӗренме кӗрсе пăхмашкăн мана 1 уйăха командировкăна ячӗç малтан. Документсем пухнине, вӗренме кӗрес плансене атте-аннене пӗрре те каламан эпӗ, пӗлмесӗрех юлчӗç. Çавăнпа июнӗн 6-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре сумкăсемпе, мӗнпур обмундированипе алăк умӗнче тăнине курсан çав тери хытă хӗпӗртерӗç. «Ывăлăр сирӗн телейлӗ билет туртса кăларчӗ», – тесен анне савăннипе пӗр хушă чӗнейми пулса ларчӗ, атте ним ăнланманнипе çухалсах кайрӗ. Паллах, хамăн командирсен, атте-аннен шанăçне тӳрре кăлармасăр ниепле те пултараймарăм. Халӗ акă Хусанти Танк училищинче вӗренетӗп», – терӗ Николай хăйӗн пурнăçӗ пӗр самантра улшăннине палăртса.

Аслă çар училищин мӗнпур тӗрӗслевне ăнăçлă иртнӗ Пăва район каччине мандат комиссийӗ кăçал августăн 23-мӗшӗнче, каярах Оборона министерствин приказӗпе училищӗне вӗренме илнӗ. «Офицер профессине вӗренме питӗ интереслӗ», – пӗлтерчӗ çӗнӗ йӗркене хăнăхма та ӗлкӗрнӗ çамрăк ентешӗмӗр. Пулас специальноçӗ унăн çарпа политика ӗçӗпе çыхăннă. Тепӗр тесен, ку ӗç çӗнӗлӗх мар-ха уншăн, фронтра салтаксемпе ӗçлесе курнă. 

«Вӗренмелли нумай, вăхăт çитменнипе пур çӗре те ӗлкӗрме çук. Эпир пурпӗр тăрăшатпăр. Малалла тивӗçлӗ офицер пулса хамăр çар опытне çӗнӗ ăрăва парса хăварасчӗ. Эпир тунă йăнăшсене курса вӗренччӗр вӗсем», – терӗ вăл малашнехи планӗсемпе паллаштарса.

Депутат

Хусанти Жуков орденӗллӗ Хӗр­­лӗ Ялавлă аслă танк команда училищинчи присяга йышăнасси кăçал тата Раççейри Пӗрлехи суйлав кунӗпе те пӗр куна лекрӗ. Тутарстансем эпир республика ертӳçипе вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗн депутачӗсене суйларăмăр. Халăхăн социаллă пурнăçне СВО ветеранӗсене явăçтарни вăхăтлă та, вырăнлă та. Пӗтӗмпе республикăра 113 ветерана депутата суйларӗ халăх. Вăхăт вăйлисене суйлать халӗ. 29-ти Николай Нестерова та акă «Единая Россия» партин Пăвари уйрăмӗ, Танк училищине вӗренме кӗрессине пӗлсенех вырăнти 2-мӗш номерлӗ округ хăйтытăмлăхӗн управленийӗн депутачӗ пулма кандидата тăратнă. Пултаруллă та хастар ентешӗ вырăнти халăх нушине ăнланса татса пама пулăшасса шанса суйлавçăсен 86 проценчӗ уншăн сасăланă. Çапла майпа Пăва ра­йон каччи пӗр кунрах курсант та, депутат па пулса тăнă. Çар специальноçне вӗреннӗ хушăрах тăван енӗн социаллă пурнăçне хастар хутшăнасси усăллă практика, опыт пулас офицершăн. Ума лартнă тӗллеве пурнăçлама хăнăхнă Николай Нестеров ку задачăна та тивӗçлӗн пурнăçласса иккӗленместпӗр, çавăнпа вӗренӳре тата депутат ӗçӗнче çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

(Н.Нестеровăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои