СВОра вилнӗ салтакăн хӗрне çаратнă
Суя çар комиссариачӗн çыннисене шанса Элмет районӗнчи 27-ри çамрăк хӗрарăм ашшӗшӗн панă компенсацие куçарнă. Хăйне улталанине вăл сиссе те юлайман.
СВОра вилнӗ салтакăн 27-ри хӗрне кăçал январь уйăхӗн пуçламăшӗнче такам çар комиссариачӗн сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăравласа ашшӗне награда тата пысăк сумма компенсаци памашкăн документсем тултарма тесе ашшӗн паспорчӗпе СНИЛСне тата СМСпа килекен кода калама ыйтнă. Сире приема килме çыртăмăр тесен пушшех иккӗленмен хӗрарăм.
Тепӗр кунах суя ФСБ сотрудникӗсем унпа çыхăннă. ВСУна укçапа пулăшнăшăн уголовнăй ӗç пуçарассине, ачисене туртса илессине асăрхаттарса мӗн хушнине йăлтах пурнăçлама хушнă. Хăранипе хӗрарăм ашшӗшӗн панă 1 миллион тенкине вклада хунине персе янă. Вăл укçана та «ФСБпа Центробанк сотрудникӗсене» памалла-мӗн унăн, паллă ӗнтӗ, кун çинчен никам та пӗлмелле мар.
Хӗрарăм хăйӗн йӗкӗреш йăмăкӗн те ашшӗшӗн панă çакнашкал укçа пуррине пӗлтерсен, ăна та ярса пама хушнă. Йӗкӗреш йăмăкӗнчен вăрртăн шучӗ çинчи 996 пин тенкине хайхисене ярса панă вăл. Çапла майпа ултавçăсене 2 247 000 тенкӗ куçарнă вăл. Хайхисем тата ылтăн япаласене, кил техникине сутма ыйтсан тин хăйне улталанине ăнланса полицие кайнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев