Шыв хĕрринчи кану инкексĕр ирттĕр
Синоптиксем пӗлтернӗ тăрăх, эрне вӗçӗччен республикăра шӑрӑх çанталӑк тăрать. Çак вăхăтра ăçта лайăх уçăлма пулать? Паллах, çынсем шыв хӗррине канма каяççӗ. Шӑрӑх кунсем инкексемпе мар, кӑмӑллӑ туйӑмсемпе çеç асра юлччӑр тесе çăлавçăсем темиçе ансат, анчах пурнӑçра кирлӗ правилӑсене çирӗп пӑхӑнма сӗнеççӗ.
Пӗрремӗш тата тӗп правило – ятарласа хатӗрленӗ пляжсенче çеç шыва кӗмелле. Çак вырӑнсен тӗпне тӗрӗслесе тăраççӗ, çыран хӗрринче пулӑшма хатӗр çӑлавçӑсем дежурствӑра тӑраççӗ. Шыва кӗме юраман вырăнта кӗтмен айлăмсем, тункатасем тата вӑйлӑ юхӑм пулма пултарать.
Шыв çинче хăвăра шанчӑклӑн тытатăр пулсан та, нихӑçан та буйкӑсенчен иртсе ан ишӗр, палламан вырӑнсенче те çыранран аякка ан кайăр.
Ӳсӗрле шыва кӗме юрамасть. Ӳсӗр çын сивве туймасть, нимрен те хăрамасть. Анчах та вӗсем пачах та урăх сăлтавпа путса вилеççӗ. Спирт шӗвекӗнчен юн тымарӗсем сарăлаççӗ, шыва кӗрсен хăвăрт ансăрланса çӳхе вырăнта шăтаççӗ. Çакă вара урă çынсемшӗн те хăрушă. Хӗвел çинче хӗртӗннӗ хыççăн шыва майӗпен кӗмелле – малтан чӗркуççи таран, унтан пилӗк таран, шывпа сăтăрăнсан çеç чăмма юрать.
Шыв хӗрринче ачасемпе канатăр пулсан, вӗсене куçран çухатмалла мар. Ачасен пурнӑçӗпе сывлӑхӗшӗн аслисем яваплине яланах асра тытмалла. Ишме пӗлменнисем валли ятарлă хатӗрсемпе усӑ курсан та, вӗсене шыв хӗрринче пӗрре те куçран вӗçертмелле мар.
Çын кинора кăтартнă пек кăшкăрса путмасть. Пыра шыв лекнипе сывлăш пӳлĕнет, çавăнпа пулăшу ыйтса кăшкăраймасть. Çын инкеке лӗкнине асăрхасан, ишме пĕлместĕр пулсан, вăтанмасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрмалла, пулăшу ыйтмалла. Шăлавар пиçиххийĕпе е кĕпене хывса путакана пăрахса памалла. Ишме вĕреннисем вара инкеке лекнĕ çынна пулăшмаллах. Анчах асра тытăр: путакан çын патне хыçалтан пырса хул айĕнчен çавăрса тытмалла е çӳçрен туртса кăлармалла. Мӗншӗн тесен вăл хăранипе, хăйĕн патне пулăшма пыракана çатăрласа тытса пĕрле путарма пултарать.
Кам та пулин путнине е инкеке лекнине курсан çăлавçăсем патне 112 номерпе шăнкăравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев