Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Такасем, эрне лăпкă пулни сире савăнтарать

Эрнелӗх гороскоп 26.06 – 02.07

ТАКА 21.III-20.IV

Эрне лăпкă пулни сире савăнтарать. Çывăх тăванăрсенчен пӗри хăйне япăх туйни çеç кăмăлăра хуçӗ. Ытти пирки хумханма тивмест, канса илме, кил-çуртăра хăтлăх кӳме ăнăçлă вăхăт. Ӗçре те йăлт йӗркеллӗ.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Çак кунсенче сире шăпа илӗртсе айккинелле вылятса илсе каясран асăрханмалла. Çӗнӗ паллашу пысăк романа çаврăнма пултарать-и е шутламасăрах мӗнле-тӗр пысăк япала туянатăр, тен, теветкелленмелли ӗçе явăçса каятăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Пит кăмăллă, савăнăçлă кунсем умра – ӗçре те, килӗрте те хирӗçӳсем лăпланнă.  Телейлӗ тесе те шутланă пулăттăр, анчах сире сăмах парса ӗç тума шантарнине пурнăçлайманни чăрмантарать. Енчен те эсир çакăн пирки шăв-шав çӗклемесен шанчăкăра тӳрре кăларайман çын тӳрленет.

РАК 22.VI-22.VII

Çак кунсенче хăвăрта иксӗлми вăй туятăр, хăвăра шанатăр. Пурнăçа тӗпрен улăштарма меллӗ вăхăт ку эрне. Çӗнӗ çынсемпе хутшăнасран айккинче тăрса ан юлăр, пуçарăвăра пурнăçа кӗртме вӗсем сире усăллă канашсемпе пулăшӗç.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Нерв тытăмне кантарса илме çак кунсем питӗ меллӗ. Кашни вак-тӗвекшӗн хӗрсе тарăхса каймалла мар, çын сăмахне ан итлӗр, усалли çинчен шухăшласа хыпăнса ан ӳкӗр. Çăлтăрсен канашне итлемесен стресс сире чирлеттерсех ярать.

ХӖР 23.VIII-22.IX

Хăвăра питӗ ывăннăн, чунăр пушаннăн туятăр, ӗçлеме кăмăл та, вăй та çук. Апла пулин те лару-тăрăва тӗрӗс хаклама тăрăшăр: çӗнӗ проектпа ӗçлеме хушсан килӗшӗр. Çăлтăрсем сире йăпатма та манмаççӗ: хӗрарăмсене арçынсем, арçынсене хӗрарăмсем кăмăлланине систереççӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Çăмăлттайла кăмăлăрăн еккине туса пынăшăн пурнăç сире хытă асăрхаттарать. Çăлтăрсем сыхлануллă пулма, хăвăра сăпайлăрах тытма хушаççӗ. Мӗнле те пулин йышăну тăвиччен питӗ тӗплӗ шутлăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Эрнипех кӗтмен çӗртен ырă ӗçсем пулса иртни савăнтарать. Ку тапхăрта шав  «кирлӗ чух кирлӗ вырăнта» пулатăр. Çакна пула пуçлăх та сире  мухтать, лавккара шăп эсир шыракан тавар сентре çинче пулать, тахçанах уйрăлса кайнă юратнă çыннăра та тавăратăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Тупăш ӳстерме май пулать çак кунсенче. Кам-тăр самай пайта паракан хушма ӗç тупать. Теприсене тахçан илнӗ парăма тавăраççӗ, виççӗмӗшсем хаклă япала е куçман пурлăх ăнăçлăн сутаççӗ. Лотерейăпа выляса илес шанăç та çак эрнере пысăк. Юратура та сире ăнать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Канса вăй илесси пулмасть çак кунсенче. Отпускрисене те, пенсирисене те пырса тивеççӗ ку сăмахсем. Кил хуçалăхӗпе çыхăннă ӗçсемпе хӗвӗшсех эрне иртет. Çав вăхăтрах харкам пурнăç савăнтарать, хавхалантарать.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Ӗç те, финанс лару-тăрăвӗ те сире ку эрнре пăшăрхантармасть. Йăлт йӗркеллӗ, килӗшӳллӗ. Анчах хуçалăх ӗçӗсем туллин канма та, савăнма та памаççӗ. Пур ӗçне те хăвăр тума ан ăнтăлăр, çемьери çынсем пурте киле хăтлăх кӗртме хутшăнччăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ку эрнере те сирӗн пурнăç яланхи пекех хумханусемпе, пăшăрханусемпе пуян пулать. Çакăн сăлтавне ăнланас тесен пулни-иртнине аса илсе тишкермелле. Çакăн пек тусан хальхи лару-тăру нумай пулмасть сиксе тухнă ыйтусенчен пуçланнине ăнланатăр. Шăп çак тапхăрта эсир йăнăшăрсене ăнăçлăн тӳрлетейӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев