Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАЛАНТЛĂ ӲНЕРÇӖ, ПУЛТАРУЛЛĂ ÇЫРАВÇĂ

Шупашкарта пирӗн ентешӗн – Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ Виктор Артемьевăн юбилейлă куравӗ ӗçлет

Чăваш халăхӗ пултаруллă çынсемпе пуян. Тӗрлӗ халăх ӳнерçисем тавралăх илемне, хăй халăхне ӳкерчӗксенче сăнлани пирӗншӗн тата пӗлтерӗшлӗрех тата çывăхрах. Ак Чăваш Республикин Художниксен союзӗн пайташне Виктор Артемьевах илер. Унăн куравӗсем Шупашкарта та, Çӗнӗ Шупашкарта та пӗрре мар иртнӗ. Виктор Валентиновичăн ӗçӗсемпе паллашнă май вăл чăнах та чăн-чăн ăста пулнине куратăн. Ӳнерçӗ тӗрлӗ жанрпа ӗçлет: пейзажсем, портретсем, натюрмортсем ӳкерет. Тăван ялӗпе унăн тавралăхне те час-час курма пулать ентешӗмӗрӗн картинисенче: хур-кăвакал иленнӗ кӳлӗ, яла кӗрекен çулсем, ял сăнӗ, ялти çынсен портречӗсем.

Курава тăратнă картинăсем – Виктор Артемьевăн ӗçӗсен пӗр пӗчӗк пайӗ çеç. Çӗр-çӗр картина ӳкернӗ пултаруллă ӳнерçӗ, чи лайăххисене Ӳнер музейне курава тăратнă. Виктор Артемьевăн ӗçӗсем Чăваш Енре, Тутарстанра, Украинăра, Польшăра уйрăм çынсен коллекцийӗсенче упранаççӗ. «Картинăсене эпӗ сутмастăп, парнелетӗп», – тет ӳнерçӗ.

Виктор Артемьев 1958 çулхи çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Федоровский поселокӗнче çуралнă. 1973 – 1977 çулсенче Лениногорскри музыкăпа ӳнер училищинче, 1982 – 1987 çулсенче Мускаври Н.Крупская ячӗллӗ университетăн ӳнер факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ Çӗнӗ Шупашкар хулинче пурăнать, 1997 çултанпа куравсене хутшăнать.

Виктор Валентинович талантлă ӳнерçӗ кăна мар, пултаруллă çыравçă та. Унăн калавӗсемпе очеркӗсем Тутарстанри тата Чăваш Енри хаçат-журналсенче пичетленеççӗ.

Виктор Валентинович мана хăйӗн «Чăваш тымарӗ» кӗнекине парнелерӗ. Автор унта пире мăн асатте-асаннесен çăмăл мар пурнăçӗпе паллаштарма тăрăшнă. Çак кӗнекене вуласа эпӗ хамăрăн Мулеевсен йăхӗ пирки нумай пӗлтӗм. Мӗн çырнине тӗплӗн, ăнланса вуласан Федоровскинче пурăнакансем пурте пӗртăван теме пулать.

Кăçалхи çу уйăхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче Виктор Артемьевăн картинисен куравӗ уçăлчӗ. Тӗлӗнмелле ăста художникăн пултарулăхӗпе паллашма çынсем йышлăн пухăннăччӗ. Юбилейлă курава Шупашкарти Туслăх Çуртӗнчи ӳнер ӗçӗсене тимлекен Петр Наумов уçрӗ.  Пухăннисене саламланă хыççăн картинăсен авторӗн профессионализмӗ, унăн ӗçӗсем çинчен каласа пачӗ. Унтан Туслăх Çурчӗн директорӗ Юрий Токмаков сăмах илчӗ. Вăл та Виктор Валентинович пирки нумай ăшă сăмах каларӗ. Чăваш ӳнерçисен ушкăнне ертсе пыракан Наталья Соловьева В.Артемьева чылайранпа пӗлни пирки каларӗ, хăйӗн картинисемпе час-часах куравсене хутшăннине ырларӗ, малалшне те çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума ăнăçу сунчӗ.

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ ӳнерçи, пирӗн ентешӗмӗр Николай Енилин та саламларӗ Виктор Валентиновича: «Эпир пӗр-пӗрне нумайранпа пӗлетпӗр. Эпӗ Артемьевăн кашни куравне хутшăнатăп. Кашни куравӗ хăйне евӗрлӗ унăн, кашнинчех çӗнӗ картинăсем, çӗнӗ сăнсем куратăн унта», – терӗ ӳнерçӗн пултарулăхӗпе мăнаçланса.

РФ Писательсен, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Валери Туктар (Мартынов) та ятарласах килнӗ ентешне саламлама. «Виктора эпӗ мӗн ачаран пӗлетӗп. Вăл пирӗн шкулта вӗренчӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех хитре ӳкерчӗксем тăватчӗ. Эпӗ сӗннипе Лениногорск хулинчи музыкăпа ӳнер училищине вӗренме кӗчӗ, рисовани вӗрентекенӗн дипломне алла илчӗ», – каласа пачӗ Валерий Александрович.

Тимӗр Акташ журналист та нумай ырă сăмах каларӗ Виктор Артемьев пирки, малашне те хавхаланса ӗçлеме ăнăçу сунчӗ.

Юбилейлă курава уçма Аксу районӗнчи Федоровский поселокӗнчен, Çырчалли, Хусан, Чистай, Лениногорск хулисенчен ӳнерçӗн тăванӗсем килнӗ. Вӗсем те пурте юбиляра саламларӗç, хавхалануллă сăмахсем каларӗç.

Виктор Валентинович хăйӗн çемйине пысăка хурса хаклать. Ашшӗ-амăшӗ ăна çапла пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Валя куккапа Наталья инке ултă ача çуратса ӳстернӗ. Валя кукка халӗ çут тӗнчере çук ӗнтӗ – 2000 çулта ӗмӗрлӗхех куçне хупрӗ. Наталья Ильинична 89-па пырать. Виктор Галина Артемьевсен икӗ хӗр, халӗ ӗнтӗ вӗсем кукаçейпе кукамай.

Кăмăл пуррисене пурне те Виктор Артемьевăн куравне кайса курма сӗнетӗп. Ентешӗмӗрӗн картинисемпе Шупашкарти Хусанкай урамӗнче вырнаçнă 20-мӗш çуртра паллашма пулать.

Иван Мулеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев