Тантăшне пулăшса укçасăр юлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Тантăшне пулăшса укçасăр юлнă

Çырчаллинче пурăнакан 51 çулти хӗрарăм ултавçăсен аллине çакланнине пӗлтерет ШӖМ Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.

Хӗрарăмран юлташӗ мессенджер урлă кивçен укçа ыйтнă. Вăл шутласа тăмасăрах 20 пин тенкӗ куçарса панă, хăйне улталанине сиссе те юлайман. Тантăшӗн аккаунчӗ ултавçӗсен аллинче пулнă иккен.

Раççей Уголовнăй Кодексăн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн уголовнăй ӗç пуçарнă. Хальхи вăхăтра полици шулӗксене тупса палăртас тӗллевпе оперативлă-шырав мероприятийӗсем ирттерет.


мошенники

Нет комментариев