ТАРКĂНСЕНЕ КАЗАКСЕМ ШЫРАМА ТУХАÇÇӖ
Тутарстанри йӗрке хуралçисене малашне республикăри призыв пункчӗсенчи, казачество обществисем вырнаçнă ял-хула урмӗсенчи тирпее сыхлама тата салтака каяссинчен тарса çӳрекенсене шырама республикăри казаксем пулăшма тытăнаççӗ.
Енчен те хула урамӗсенче казаксем çӳренине курсан е призыв кампанийӗсен вăхăтӗнче çитӗннӗ каччăсен килне çитсе кӗрсен, пӗрре те тӗлӗнмелле маррине асăрхаттаратпăр, мӗншӗн тесен Тутарстанри йӗрке хуралçисене малашне республикăри призыв пункчӗсенчи, казачество обществисем вырнаçнă ял-хула урмӗсенчи тирпее сыхлама тата салтака каяссинчен тарса çӳрекенсене шырама республикăри казаксем пулăшма тытăнаççӗ. Кун çинчен казачество енӗпе РФ Патшалăх политикин стратегийӗн регионсенчи аталанăвӗн 2019-2020 çулсенчи мероприятийӗн планне кӗртнӗ-мӗн. Документа ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснине хыпарлать «Татар-информ» ИА.
Обществăлла тирпее пӗрле сыхласси пирки çитес вăхăтра республикăри казачество обществисемпе ятарлă килӗшӳ тăвӗç. Аса илтеретпӗр, Тутарстанра казачество 1990 çулсенче çӗнӗрен чӗрӗлсе аталанма тытăннă. Хальхи вăхăтра республикăра вӗсем пурӗ 14 общество. (Сăнӳкерчӗк nurlat.addnt.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев