«Татмедиа» агентствăра уçнă медиашкула чăвашсем те вӗренӗç
«Лайăх блогер» проекта çул çитменнисемпе яш-кӗрӗмӗн «Ялкын» журналăн никӗсӗнче «Татмедиа» агентство тата Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Тутар тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене упраса аталантарас тӗлӗшпе ӗçлекен комисси пулăшнипе пуçарса янă
Проект хăйсен чӗлхипе культурине аталантарас, унпа пӗрлех медиасферăпа блогинга вӗренес текен пуçаруллă тата пултаруллă 14-20 çулхи çамрăксене кăсăклантармалла. Шкулăн тӗп тематики Тутарстан Республикинчи тӗп халăхсен этнокультури: тутарсен, вырăссен, чăвашсен, марисен, удмуртсен. Медиашкулта хутшăнас тесен «ВКонтакетере» «Медиашкола «Шәп блогер»/Татмедиа» пӗрлешӗве кӗмелле те заявкăна тултармалла.
Сăмах май, чăваш блогерӗсем унта çырăнма пуçланă ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев