«Амадины» юрă конкурсне хутшăнма васка!
Тăван чӗлхепе иртекен «Амадины» юрă конкурсӗн финалӗ Хусанта октябрь уйăхӗнче пулать.
Раççей территорийӗнче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхепе иртекен «Амадины» юрă конкурсӗн финалӗ Хусанта октябрь уйăхӗнче пулать. Заявкăсене Федерацин Атăлçи округӗнчи 14 регионтан сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ (amadinikzn@gmail.com эл.адреспа). Урăхла каласан, конкурса Раççей халăхӗсен хуть мӗнле чӗлхипе юрă юрласа хутшăнма юрать.
Унта 18-30 çулти юрăçсем хутшăнаççӗ. Конкурс çакăн пек номинацисемпе иртет:
-
«Хальхилле юрлакан халăх юрри» (соло, дуэт, ансамбль);
-
«Тăван чӗлхепе çырнă автор юри»;
-
«Анлă сарăлнă халăх юрри»;
-
«Хальхилле юрлакан халăх юрри, наци инструменчӗпе каласа»;
-
«Ют çӗршыв çыннисем юрланă Раççей халăхӗсен юрри».
Конкурс икӗ тапхăрпа иртет, финалистсене Хусана октябрӗн 14-17-мӗшӗсенче пухаççӗ. Гала-концерт октябрӗн 16-мӗшӗнче пулать. Конкурс положенийӗпе çак ссылкăпа кӗрсе (http://addnt.ru/wp-content/uploads/2018/09/Polozhenie-o-konkurse.pdf) паллашма пулать. ( И.Кузьмина сăнӳкекрчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев