Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТĂВАН ЧӖЛХЕНЕ

Çепӗççӗн, сулмаклăн, Савăккăн, хăватлăн Янăратăн эсӗ, ман тăван чӗлхем.

 

Альберт КАНАШ

 

ТĂВАН ЧӖЛХЕНЕ

Тăван чӗлхене шанатпăр!..

                           Çеçпӗл Мишши.

 

Çепӗççӗн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсӗ, ман тăван чӗлхем.

Тимӗре тататăн,

Чул сăрта вататăн,

Сӳннӗ вучахра та эс чӗртен хӗлхем!

 

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравӗ пуçтарать пире.

Атăлăн – Мускавăн

Илтӗнен мухтавлăн, —

Çитмӗл çичӗ халăх саламлать: хитре!

 

Венăра тăрать-и,

Берлинра утать-и 

Ирӗклӗх салтакӗ чыслăха туйса, –

Туслă чӗлхесенӗн

Хушшинче, кервенӗн,

Сас паратăн эс те, кăмала уçса.

 

Ӗмӗрсенӗн пилӗ

Халăхăн илемӗ,

Кунсерен çӗкле эс иксӗлми вăйна!

Чăвашлах хавассăн

Калаçать Некрасов,

Пушкин та, Шекспир та йышăнчӗç сана!

 

Хăш-пӗр каппайланнă,

Çын тивӗçне маннă

Йăхсăр-хурăнташсăр каçăр сăмсасем

Сан пирки, мăнаçлăн,

Кăрккасем калаçнăн,

Павăраç пулин те шанчăксăр тесе,

 

Эп сана шанатăп,

Эп кӗтсех тăратăп:

Килӗ Улăп-ывăл — Горькие юлташ.

Вăл сана чап кӳрӗ,

Тӗнчипех вăл çӳрӗ –

Мирпеле канашăн юрăçи – Чăваш!

 

СЫВ ПУЛТĂР ХАРСĂРЛĂХ!

(Юлташăн альбомӗ çине)

 

Альбом тавраш çыра пӗлместӗп,

Курман альбом тавраш çырса.

Эс – ӗненместӗн, итлеместӗн...

Мӗскер çырам, мӗскер сунса?

 

Вăрнарăн çакă хыр вăрманӗ –

Пиллерӗ тӗл пулма пире:

Шăм-шакăн ăнăçсăр суранӗ

Тытать халь санаторире.

 

Сурать шав сан та, ман та шăмă,

Ӳкерчӗ вăл тăлла-тăлла...

Алсем çапах – сулмаклă чăмăр!

Çапах – манмастпăр-ха кулла!

 

Кулла манмастпăр-ха, тăванăм, –

Манар та мар ăна нихçан:

Тем-тем тӳсес пулсан та санăн –

Сыв пултăр харсăрлăх ялан!

 

Пӗртен-пӗр хамăр чирӗн хурчӗ

Кăна-и кăсăк халь пире?

Çут тӗнчере ăçта мӗн пулчӗ –

Йăлт хăй çине илет чӗре!

 

Çынсен телейӗпех телейлӗ

Пулма пӗлет пулсан этем,

Вара кун-çулӗ ун – хӗвеллӗ,

Вара – хӗл чух та чечексем.

 

Вара çын – иксӗлми хăватлă:

Нимле тумхах хăрушă мар...

Пар алă, тусăм! Пул çунатлă,

Яш чӗрӳнтен вут-хӗм кăлар!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Стих