Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТĂВАН ЧӖЛХЕНЕ ХИСЕПЛЕМЕЛЛЕ

Тăван чӗлхе. Мӗн-ши вăл тăван чӗлхе? Ман шутпа, тăван чӗлхе вăл атте-анне, асаттепе асанне чӗлхи. Пирӗншӗн хакли – чăваш чӗлхи. Вăл пуян та илемлӗ, янăравлă та çепӗç, паха та асамлă.

Нарăсăн 21-мӗшӗнче «Ăшă çурт» социаллă приютри кӗçӗн çулти ачасемпе Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе – халăх чунӗ» урок иртрӗ. Ачасемпе тăван чӗлхе пуянлăхӗ çинчен, хутшăну хатӗрӗсем çинчен калаçрăмăр, сăвăсем вуларăмăр, юрăсем юрларăмăр, вăйă картине тăрса халăх вăййисене вылярăмăр. Митта Ваçлейӗн, Юрий Сементерӗн, Габдулла Тукайăн чӗлхе çинчен калакан илемлӗ сăввисем те çепӗççӗн янăрарӗç.

Аслисене çапла калас килет: ан пистерӗр чăваш чӗлхинчен шăпăрлансене, ан вăтанччăр чăваш пулнишӗн. Ирӗклӗн калаçчăр тăван чӗлхепе.

Уявра тăван чӗлхепе тӗрӗс калаçмалла, çырмалла, пӗлмелле тата упрамалла тесе пӗтӗмлетӳ турăмăр.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев