Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТЕАТР ÇӖНӖ СЕЗОНА ХАТӖР

Çӗнӗ сезонри пӗрремӗш премьера августăн 25 – 27-мӗшсенче – Ильгиз Зайниев пьесипе Айдар Заббаров лартнă «Çитсă туй» спектакль.

Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи  театрӗ августăн 18-мӗшӗнче «Сенкер тутăр»(авторӗ Карим Тинчурин) спектакльпе 118-мӗш театр сезонне уçать. Хличчен театрсен сезонӗ сентябрь вӗçнелле, октябрьте уçăлнă, кăçал çапла ир уçăлнин сăлтавӗ мӗнре? Ку йӗрке пӗтӗм Хусан театрӗсне пырса тивет иккен, мӗншӗн тесен çулла Хусанта туристсем уйрăмах нумай. Вӗсем хулари паллă вырăнсене çитсе курнисӗр пуçне Хусан театрӗсене те çитсе курасшăн.

Чăн та, Г.Камал театрӗ çуллахи уйăхсенче те куракансăр пулмарӗ. XX ӗмӗр пуçламăшӗнче Хусанта тутар инеллигенцийӗ йӗркеленӗ «Шарык  клубы» театр артисчӗсем тăрăшнипе чӗрӗлсе тăнă. Хула çыннисемпе хăнисем валли вăл видеокуравсем ирттернӗ, мастер-классем йӗркеленӗ, паллах, экскурсисемпе спектакльсем те программăра пулнă.

Çӗнӗ сезонри пӗрремӗш премьера августăн 25 – 27-мӗшсенче – Ильгиз Зайниев пьесипе Айдар Заббаров лартнă «Çитсă туй» спектакль. Çулталăк пурăнакан икӗ мăшăрăн çемьисем арканас патне çитеççӗ. Упраса хăварайӗç-и вӗсене?  

Туфан Миннуллин, Ркаил Зайдулла пьесисемпе лартнă спектакльсене те куракан умне кăларӗç театр ӗçченӗсем çӗнӗ сезонра.

Сентябрь уйăхӗнче Санкт-Петербургри «Балтика çурчӗ» театр-фестиваль Мордва Республикинчи Саранск хулинче «Театр кӗркунни» фестиваль ирттерет, унта Г.Камал театрӗ те хутшăнать. Фестивале йӗркелекенсем Барзу Абдураззоков пьесипе ларнă «Здравствуй, мама, это я » спектакль суйласа илнӗ.

Çак вăхăтра Г.Камал ячӗллӗ театр çурчӗ те пушă тăмӗ. «Артмиграция» фестиваль витӗмӗпе Красноярск, Томск, Йошкар-Ола театрӗсем хăйсен спектаклӗсене кăтартӗç.

2024 çулхи июнь уйăхӗнче Г. Камал театрӗ тӗрӗк театрӗсен «Науруз» VIII Халăхсен хушшинчи театр вӗрентӗвӗн форумне йӗркелет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр