Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ чăвашӗсен «Шуçăм» халăх ансамблӗ 10 çул тултарчӗ

Нумай пулмасть, тӗрӗсрех каласан мартăн 22-мӗшӗнче, Теччӗ районӗн Культура çуртӗнче «Эпир сире хамăрăн чӗресене тата юрăсене парнелетпӗр» ятпа чаплă концерт иртрӗ. Ăна «Шуçăм» чăваш халăх ансамблӗ йӗркеленнӗренпе 10 çул çитнине халалланăччӗ.

Юбилей концертне «Талисман» (ача-пăча искусствăсен шкулӗ), «Линия танца» (РДК) хореографи коллективӗсем, «Авсень» фольклор ансамблӗ (ача-пăча искусствăсен шкулӗ), «Пилеш» фольклор ушкăнӗ (Чăваш Чакăлтăм ялӗн клубӗ) юрă-ташăпа, Е. Никоноровăпа Л. Полковникова шӳтлӗ сценкăсемпе илем кӳчӗç. 


Коллектива саламлама Пăва районӗнчи «Уяв» халăх фольклор ансамблӗ те килсе çитнӗ. Елена Макарова, Арина Торгашова, Сергей Ефимов тата Алена Старостина уйрăммăн юрласа савăнтарчӗç. 


Юбилейлă концерта хутшăнакансене тата килнӗ хăнасене Теччӗ районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Наталья Николаева саламларӗ, артистсене пултарулăхпа ăсталăхшăн тав турӗ, пурне те çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, творчествăра малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗ, Тав хучӗсемпе чысларӗ. 


Альбина ХАРИТОНОВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев