Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнче тырпул тухăçлăхӗ гектартан 50 центнер ытла тухать

Республикăри кашни районтах çӗр ӗçченӗсем вырмана тухнă. Тырпул аван çитӗннине палăртаççӗ кăçал ял хуçалăхӗнче тăрăшакансем, ăнăçлă пухса илме çанталăкӗ кăна чăрмав ан кӳтӗрччӗ ӗнтӗ.

Теччӗ районӗнчи хăш-пӗр хуçалăхсенче, тӗслӗхрен, тухăçлăх гектартан 50 центнер ытла та тухать. Тукай, Аксу, Мензеле, Заинск тата Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче те япăхах мар – гектар пуçне 40 центнер ытла тырпул çапса илеççӗ комбайнерсем.

Пурӗ çӗр ӗçченӗсен республикăри хирсенче 1 миллион та 332 пин гектар çӗр çинчен тӗш тырă, 35 пин гектар кукуруза, 482 пин гектар çу паракан культурăсем пухса илмелле. Кусене тирпейлесен тата 55 пин гектар çинчен сахăр кăшманӗ, 4,3 пин гектар çӗрулми, 1,9 пин гектар ытти пахча çимӗç пухмалли юлать.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев