Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнчи библиотекăна çӳрекенсем икӗ хутчен çулçӳревре пулчӗç
Кăçалхи август уйăхӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекарӗ хăйӗн вулаканӗсем валли Пăлхар хулине çулçӳрев йӗркелерӗ.
Экскурсие кайнисем Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн историйӗнчи нумай пулăм пирки пӗлчӗç. Унта кайса килни пире вăтам ӗмӗрсенчи кулленхи пурнăçпа, архитектурăпа паллашма май пачӗ.

Сентябрӗн 28-мӗшӗнче вара Çармăс библиотекине çӳрекен хастарсем республикăри чи илемлӗ вырăнсенчен пӗрне – Свияжск утрав-хулана – çитсе килтӗмӗр. Унта çуран курса çӳренӗ май вырăнти мăнастирсемпе, чиркӳсемпе, соборсемпе, истори музейӗпе паллашрăмăр. Çакăн пек илеме курса киленнӗскерсем, тулли кăмăлпа киле таврăнтăмăр.

Лидия КАРАЕВА,
Çармăс ялӗн библиотекарӗ.
Теччӗ районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев