Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Течче кимӗ-карапсем кăçал урăх каймаççӗ

Сентябрӗн 27-мӗшӗнчен Теччӗ хулине шыв-шур тăрăх пысăк хăвăртлăхлă кимӗ-карапсемпе пассажирсем турттарма пăрахаççӗ.

Рейса хупнин сăлтавӗ Куйбышев водохранилищинче шыв нумай чакни. Çак сăлтавпах малашне кимӗ-карапсем Атăл хӗрринчи – Студенец, Садовая, Кама хӗрринчи Соколка, Свиногорье пристаньсене те чарăнмаççӗ. «РБК Татарстан» Шыв ресурсӗсен федераллă агентствин пресс-службин хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, кăçал май уйăхӗнчен пуçласа сентябрьччен Атăлпа Кама каскачӗпе водохранилищӗне нормăран 66 процент чухлӗ кăна шыв антарнă иккен. Кун пекки 2001 çултанпа пулман.

Атăлпа Кама юханшывӗсем ăшăхланнипе усă курса çыран хӗррисенче строительство пуçарас текенсем ӳсес хăрушлăх та пур. Росприроднадзорăн Атăлпа Камăн регионсем хушшинчи управленийӗн ертӳçи Фаяз Закиров каланă тăрăх, юханшывсем ăшăхланнипе шывсăр юлнă вырăнсем шыв-шур объекчӗ пулма пăрахнине пӗлтермест, çыран хӗррисене пурне те палăртса шута илнӗ, çавăнпа вӗсенче халӗ шыв çук пулсан та нимӗнле стройка та тума юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество