Теччӗ районӗнчи «Серебряный возраст» волонтерсен юхăмӗ СВОра кӗрешекен, госпитальсенче сипленекен хамăр салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе илсе пырать. Çак ӗçе район халăхӗ хастар хутшăнать: кам ăшă чăлха-нуски çыхса килет, тепри час пăсăлман апат-çимӗç, виççӗмӗшӗ куллен кирлӗ япаласем кӳрет, тепри окоп çурти ăсталаса парать.
Теччӗри волонтерсен ушкăнӗ çаплах фронт валли маскировка сеткисем те çыхать. Нумай пулмасть кăна ентешӗмӗр Маргарита Анатольевна Адайкина «ВКонтактери» хăйӗн страницинче: «90-мӗш патне çывхаратпăр. Сетка çыхма кăмăл пуррисем килӗр — вӗрентетпӗр», — тесе çырнăччӗ. Теччӗ хӗрарăмӗсем 90 яхăн маскировка сетки çыхса салтаксем патне ăсатнă та ӗнтӗ, куншăн вӗсене темӗн пысăкăш тав.

Декабрӗн 28-мӗшӗнче «Серебряный возраст» волонтерсен юхăмӗн хастарне Маргарита Анатольевна Адайкинăна район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов çак сăваплă ӗçе пурнăçланăшăн Хисеп хучӗ парса чысланă. Саламлатпăр!
Сăмах май, Теччӗ ЗАГСӗ те «Ентеш-салтак патне çыру» акци пуçарнă. Çак кунсенче ЗАГСра хут уйăрттарса пӗрлешнӗ çӗнӗ мăшăр, Сергейпе Дарья Семеновсем, салтаксем патне çыру çырнипе пӗрлех хăйсен çемйинчен кучченеç те ăсатнă. М.Адайкина сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев