Мария Дмитриевна Хохлован (хӗр чухнехи хушамачӗ Ванямова) ӗç стажӗ калама çук пысăк. Ӗмӗрӗнче кам кăна пулман: счетовод, Культура çурчӗн заведующийӗ, библиотекарь, учитель, ача сачӗн воспитателӗпе заведующийӗ... Ӗç пăрахнăранпа 5 çул кăна-ха Хусанта пурăнакан чăваш хӗрарăмӗн, урăхла каласан 85 тултаричченех ӗçе утнă вăл.
«Хама астума тытăннăранпах ӗçлетӗп эпӗ. 3-ре чухне мана пӗчӗк кӗвентепе витресем туса панăччӗ. Анне Ульяна Федоровна Ванямова колхоз пахчин бригадирӗччӗ. Унпа пӗрле пахча çимӗç шăвараттăм. Аслă аппасемпе ыраш, тулă вырма çӳренине астăватăп тата. Каçхине вӗсем валли балалайка калаттăм...» – аса илет ачалăхне ветеран.
Халӗ те ӗçлемесӗр пӗр кунӗ те иртмест Мария Дмитриевнăн, ал ӗç тума, пахчара виноград ӳстерме пуринчен ытла кăмăллать. «1936 çулхине май уйăхӗн 2-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралнă. Пăва районӗнчи Фролово чиркӗвӗнче Мария ятпа тӗне кӗртнӗ мана. Пӗчӗк пулнипе: «Ай, нумай пурăнаймасть пуль ку ача», – тенӗ çынсем ман çине пăхса. Эпӗ акă 90 та тултартăм. Вăй-халăм пур-ха, чирлеместӗп», – йăл кулчӗ «Сувар» хаçат редакцине килсен.
Мария Дмитриевна йышлă çемьере çуралса ӳснӗ, 10 ачаран 9-мӗшӗ вăл. Аслисем Георгипе Ксения Илюшкинсем (амăшӗ маларах Иван Илюшкина качча кайнă пулнă, вăл вилсен Дмитрий Ванямовпа пӗрлешнӗ). Ольга, Вера, Надежда, Никифор, Николай, Мария, Саша вара Ванямовсем.
Çемьере 10 ача
«Анне пирӗн çав тери ӗçчен çынччӗ. 10 ача амăшӗ пур çӗре те мӗнле кăна ӗлкӗретчӗ-тӗр? Аттене Дмитрий Алексеевича питех астумастăп. Ывăлӗпе Иванпа вӗсем аннен пӗрремӗш упăшки вилсен ун патне киле кӗнӗ пулнă. Аслă тетепе Георгий Ивановичпа пӗрле вӗсем пӳрт валли пӗренерен хăма çурни тӗлӗкри пек аса юлнă. Атте Иван Илюшкинăн пӳрчӗ çумне хушса çӗнӗ çурт хăпартнă вӗсем. Килте кӗлет те, выльăх пӳрчӗ те пурччӗ. Ăна анне вăрçă вăхăтӗнче пӗрер пӗренен сӳтсе çунапа çуранах Чинчурино ялне сӗтӗрсе кайса тăварпа ылмаштарчӗ. Атте вăрçа кайман пирӗн, бронь пурччӗ. Вăрçă вăхăтӗнче лаша ашне çисе вилнӗ тетчӗç. Унтан килте асли вырăнне тете Георгий Иванович Илюшкин юлчӗ. Вăл атă-пушмак, сӗтел-пукан, килти ытти япаласене тума ăстаччӗ. Çăпата сырса курман эпӗ, тете пушмак çӗлесе паратчӗ. Анне каланă тăрăх, тете Финн, каярах Аслă вăрçа хутшăннă. Вăрçă вăхăтӗнче хыпарсăр çухални пирки хут та килнӗ. Вăл вара ура тупанӗнчен аманса киле сывах таврăннă. Юн юхтарса выртаканскере Чехословакире пӗр карчăкпа старик вăрманта тупса çăлса хăварнă иккен. Таврăнсан ăна утарçа вӗренме ячӗç, кайран колхоз утарӗнче ӗçлерӗ. Çулла вăрманта пурăнатчӗ, пӗчӗк пӳрчӗ пурччӗ унта. Эпир ун валли апат кайса параттăмăр та вăрмантан кăмпа-çырла пуçтарса таврăнаттăмăр. Килте хамăрăн та икӗ вӗлле пурччӗ пирӗн», – тăсăлать малалла калаçу.
Çӗршыври пулăмсен свидетелӗ
90-ри Мария Дмитриевнан аса илмелли чăнах та нумай, çӗршывăн пӗр ӗмӗре яхăн историйӗн свидетелӗ вӗт вăл. «1937 йывăр çулсем пирки пӗлсех каймастăп – пӗчӗк пулнă. Аннен Аслă Ăнă ялӗнчи тăванӗсене Качайкинсене кулак тесе айăпланă. Анне Çармăс ялӗнчи чухăн Иван Илюшкина качча тухнипе кăна хăтăлса юлнă. Аслă вăрçа вара лайăх астăватăп. Ун чух аннен пӗртăванӗ Домна Федоровна ывăлӗсемпе Рудольфпа Юрий Кочетковсемпе тата аслă аппапа Улькапа Мускавран Çармăс ялне эвакуациленнӗччӗ. Улька аппа окоп чавнă чух шăнса пăсăлса вилчӗ. Тетесем вăрçăра çапăçатчӗç.
Выçăпа аптранине питех астумастăп. Пирӗн пахча пурччӗ, анне колхоз бригадирӗччӗ. Килтисем пурте ӗçлетчӗç пирӗн, колхозра, хирте, килте... Манран аслăраххисем Надяпа Вера колхозра 12-рен ӗçлеме тытăннă», – тăсăлать малалла калаçу.
Аслăрах аппăшӗсем Мария Дмитриевнан 4 класс пӗтернӗ хыççăн малалла вӗренеймен. Çармăсран аякри Аслă Ăнă ялӗнчи шкула çӳретме ахăртнех çемьен майӗ пулман. Марийăна вара ăннă темелле пуль. Çармăс шкулӗнче 1– 4 классене «5» паллăпа кăна вӗренсе пӗтерсен Протопово шкулне çӳренӗ, çав вăхăтра амăшӗн аппăшӗ Марфа Федоровна патӗнче картунра пурăннă вăл. Унтан Аслă Ăнă шкулӗнче вӗреннӗ. Кунта вара амăшӗн тăванӗсем Качайкинсем патӗнче те, шкул ачисен интернатӗнче те пурăннă. Аслă Ăнă шкулне вун-вун километрти чăваш, тутар, мăкшă ялӗсенчен ачасем вӗренме çӳренӗ ун чух.
Турă çырни
Çармăс ялӗн колхозне ӗçлеме янă çамрăк агроном, Çӗньял каччи Анатолий Хохлов хир бригадинче ӗçлекен Надя (Надежда Дмитриевна Марцева) патне, пахча çимӗç калчи валли торф-стакансем тунă çӗре, пынă 7-мӗш класс хӗр ачине Марийăна курнă та канăçне çухатнă. «Аслă Ăнă шкулне рысакпа ăсататчӗ, ытти каччăсене ман çывăха та ямастчӗ», – ăшшăн аса илет пирвайхи юратăвне Мария Дмитриевна.
1955 çулта 10 класс пӗтерсен кӳршӗллӗ Кляшево ялӗнче счетоводра, Çармăс ялӗнче библиотекăра ӗçленӗ Мария Ванямова. Çав вăхăтра Мускава пурăнма куçма та шут тытнă . «Хальхи пекех астăватăп. Мана Мускава Анатолий Хохлов ăсатать. Сăнӳкерчӗкне ман еннелле тăсиччен хыçне çырнă чухне куççулӗ тумларӗ те çырни пăсăлчӗ. Çак самант мана Мускавран таврăнса ăна качча тухма хистерӗ те. 1957 çулта пӗрлешрӗмӗр. Ун чух çемьере аслисем хыççăн кăна кӗçӗнреххисен туй тума юратчӗ. Надя аппа мана хăйӗнчен маларах качча кайма ирӗк пачӗ. Анатолий Хохлов качча тухма ыйтнă чух: «Пирӗн патра нумай ӗçлемелле пулать», – тесе асăрхаттарчӗ. Ӗлкӗрнӗ таран пур çӗрте те ӗçленӗ эпӗ: кил хуçалăхӗнче, пахчара, библиотекăра, клубра, ача садӗнче, шкулта...» – тăсăлать малалла калаçу.
Çамрăк çемье Çармăс ялӗнче тӗпленет. Çулталăкран аслă хӗрӗ Татьяна çуралать. Çӗньяла пурăнма куçсан 1960 çулта иккӗмӗш хӗрӗ Наталья çут тӗнчене килет.
1963 çулта Аслă Ăнăри ача садӗнче воспитательницăра, 1964 çулта ача сачӗн заведующийӗнче ӗçлет Мария Дмитриевна. 1965-1968 çулсенче педагогика училищинче вӗренсе диплом илет. 1965 çулта Çӗньял шкулӗнче пуçламăш классене вӗрентет. 1971 çулта 4-мӗш класс пӗтернӗ хăй класӗпе Аслă Ăнă шкулне куçать, кунта ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентет.
«Ман хуняма Агафия Владимировна Хохлова Шанчă ялӗнчи Колсанов купсасен йăхӗнченччӗ. Çав тери ăслă, лăпкă та тӗрӗс хӗрарăмччӗ. Хохловсем ялта питӗ хисеплӗ çынсемччӗ. Мана ӗçчен, чипер тата тараватлă пулнăшăн юрататчӗç», – Хохловсен çемйин йышне кӗме Турă пӳрнӗшӗн халӗ те савăнать вăл.
Телейлӗ çулсем
1970-мӗш çулсем çав тери телейлӗ пулнине астăвать Мария Дмитриевна. Республикăра «Татмелиоводстрой» трестне туса хурсан мăшăрне Анатолий Андреевича çак трестăн Аслă Ăнăри ПМК ертӳçине суйланă. «Мăшăрăм манран 3 çул аслăччӗ. Вăл та ман пекех Аслă Ăнă шкулӗнчен вӗренсе тухнăччӗ. Районсем хушшинчи Аслă Ăнăри ПМК ертӳçинче ӗçлерӗ. Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗччӗ. ТАССР мелиораципе шыв хуçалăхӗн министрӗ М.Ш.Шаймиевччӗ. Аслă Ăнă ялне ӗçпе килсен пирӗн патра Çӗньялта çӗр каçрӗ. Унăн пуçарăвӗпе Анатолий Андреевича 1973 çулхине Хусана куçарчӗç. Аслă хӗрӗмӗр – 8, кӗçӗнни 7-мӗш класа хула шкулне кайрӗç. Хусан пире ял пек хапăл туса кӗтсе илмерӗ. Пӗррехинче Аслă Ăнă шкулне ӗçлемеллипех таврăнас тесе пăрахса кайса та пăхрăм. Тепӗр кунах каялла таврăнтăм хам. Çӗнӗ вырăнта йăлт çӗнӗрен пуçламаллаччӗ. Эпир ытти çынсем пекех ӗçлерӗмӗр, лайăх пурăнма тăрăшрăмăр. Канмалли кунсенче кашни эрнере Çӗньяла каяттăмăр. Эпӗ ача садӗнче ӗçлерӗм. 1983 çулта мăшăрăм Анатолий Андреевич вилсе кайрӗ. Хусанта çемьене тытса пыма çăмăл пулмарӗ. Çапах та малалла тăрăшрăм, нумай çул РОНОра ӗçлерӗм, çав вăхăтрах тепӗр ӗçе те кайма ӗлкӗреттӗм. Хунямана та пăрахман эпӗ. Кашни эрнере яла, ăна пулăшма çӳреттӗм», – Хусанти пурнăçӗпе паллаштарать ентешӗмӗр.
Çӗнӗ пурнăç
1991 çулта Мария Дмитриевна Хохлован пурнăçӗнче тепӗр пысăк улшăну пулать. Иккӗмӗш сыпăкри аппăшӗн Галина Тихоновна Курмышкинан çуралнă кунӗнче шкулти тусне Николай Владимирович Патшина (юстицин аслă советникӗ, ТАССР прокуратурин ӗçченӗ, Теччӗ, Çӗпрел, Лениногорск районӗсен прокурорӗ пулнă) ăнсăртран тенӗ пек тӗл пулать. «Эпӗ – тăлăх арăм, вăл – уйрăлнăскер. Хăраххăн юлнă икӗ çын эпир 1991 çулта пӗрлешме шутларăмăр. Хушамата улăштарма килӗшмерӗм. Апас районӗнчи Черккӗн ял ачипе Коля Патшинпа эпир пӗр шкулта вӗрентӗмӗр, пӗр интернатра пурăнтăмăр. Арçын ачасем интернатăн пӗр пуçӗнчи, хӗрсем тепӗр пуçӗнчи уйрăм пӳлӗмре пурăнаттăмăр. Варринче вара кухняччӗ. Хӗрсем эпир пӗр кравать çинче икшерӗн çывăраттăмăр. Вутăпа хутса ăшăтакан кăмака плити çине чейникпе кастрюль лартма ӗлкӗрес тесе ирхине арçын ачасенчен те, хӗрачасенчен те чи малтан вăранаттăм. Пăтă пӗçерсен хӗрринчи койка çинче çывăракан Коля валли ялан кăшт пăтă хурса хăвараттăм. Кӗрпине пире Мускаври аппа Домна Федоровна посылкăпа ярса паратчӗ. Кольăн вара ашшӗ вăрçăра хыпарсăр çухалнăччӗ, амăшӗ 6 ачине йывăрпа ӳстеретчӗ. Коля мана тус пулма ыйтса хут татки çырса панăччӗ. Эпӗ унпа çӳреме килӗшменнипе хут таткине пăрахса хăвартăм. Вăл вара ăна тупса сыхласа хăварнă иккен. Воспитательтен, черченипе рисовани учителӗнчен Маркел Ивановичран ыйтса илнӗ сăнӳкерчӗке пӗрле чиксе çӳренӗ. Ялӗнче хăйсенчен инçе мар пилеш çине «Маша+Коля» тесе чӗрсе çырнă пулнă. Пилеше кайран аçа çапса хуçсан та çырни пăсăлман. «Пилеше аçа çапрӗ, юрату вара юлчӗ», – тесе шӳтлетчӗ кайран.
Николай Владимирович çав тери лайăх çынччӗ. Вăл хăйӗн ачисене – хӗрӗпе кӗрӳшне Аллăпа Месума, малтан Мускавра, унтан Швецире пурăнакан ывăлне Сашăна, мăнукне çав тери юрататчӗ. Манăн ачасемпе мăнуксене те лайăх йышăнчӗ. Эпир пӗрле дачăра, ялта канаттăмăр, пӗрле праçниксене пухăнаттăмăр. Унăн ачисем, юлташӗсем, хамăн пӗрремӗш упăшкан А.А.Хохловăн тăванӗсем час-часах килсе çӳретчӗç. Николай Владимирович пенсие тухсан кӗнеке çырчӗ, Хусанти чăваш ентешлӗхӗнче тăратчӗ. Эпӗ вара мӗнле ӗçленӗ, çавăн пекех ӗçлеттӗм. Хусанти садра та, хуняма патӗнче ялта та», – ăшшăн аса илчӗ çав çулсене Мария Дмитриевна.
Шел, пӗр-пӗрин тӗревӗ пулса 9 çул кăна пӗрле пурăнайнă вӗсем, 2000 çулта Николай Владимирович инфаркт пулнипе сарăмсăр вилсе каять.
Мария Дмитриевна Хохлова хальхи вăхăтра аслă хӗрӗпе Татьяна Анатольевнăпа Хусанта пурăнать. Ачисемпе, мăнукӗсемпе тата кӗçӗн мăнукӗсемпе савăнать. «Ӗçсӗр пӗрре те лармастăп. Дачăра, хваттер умӗнчи пахчара ӗçлетӗп. Хохлов та, Патшин та мана тупра – ӗç хăварчӗç тесе шӳтлетӗп ялан. Ку сăмахсенче тӗрӗслӗх те пур-тăр. Ӗç вӗт вăл чиртен эмел, сывлăх та, тăвансене пулăшмалли мел те», – тесе сăмахне вӗçлерӗ хисеплӗ ӗç ветеранӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев