Телевизор каллех суять
Телефонри температура виçекенни те –32 кăтартать, сенкер экран çинче –28
Паян иртенпе юлташсем телефон çине термометр ӳкерчӗкӗсене яраççӗ. Камăн -36, камăн -40 градус сивӗ кăтартать. Çав вăхăтра ТНВ телеканалти температура кăтартăвӗ -28 кăна. Сивӗ -25 градусран иртсен кӗçӗн класри ачасене шкула ямаççӗ. Термометр -28 градусран иртсен 9-мӗш клас таранччен шкула каймасан юрать. –31-пе аслă классем те вӗренмеççӗ.
Пăва районӗнчи Рункăра –39, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче – 38, Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче – 34, Пăва районӗнчи Альшихре – 36. Аксу районӗнчи Беловкăра – 40. Тахçантанапа кун пек сивӗсем килменччӗ ӗнтӗ пирӗн тăрăха.
Ыйту çуралать: ăçтан тупăннă ТНВ каналти температура? Е вăл термометр çине пăхса мар, çӳлтен хушнипе лартăнать-и?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев