Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Террортан мӗнле сыхланмалла

Бесланри трагеди хыҫҫӑн ҫакнашкал уроксене ҫӗршыври кашни шкулта ирттереҫҫӗ

Экстремистсен витӗмне мӗнле лекмелле маррине тата заложника лексен мӗн тумаллине Хусанти 7-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекенсене каласа панӑ.

"Этемре террорист е экстремист мӗнлерех ҫуралнине кӑтартса парасси – пирӗн тӗп тӗллев. Эпир ҫын мӗншӗн пӗр-пӗр идеологине явӑҫнине ӑнлантарма тӑрӑшатпӑр. Пирӗн ачасене тимлӗрех тӑвас килет",– тесе каланӑ журналистсене ТР антитеррор комиссийӗн аппарачӗн ертӳҫине пулӑшакан Азат Валиахметов.

Шкул ачисене 2004 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче Бесланри пулӑмсем ҫинчен аса илтернӗ.

Пӗлӳ кунне халалланӑ линейка пынӑ вӑхӑтра террористсем 1-мӗш шкула ярса илсе 1200 ҫынна заложник тунӑ. Виҫӗ кун ҫынсем минӑланӑ спортзалта ларнӑ. Тыткӑнрисене апатсӑр-шывсӑр асаплантарнӑ, медикаментсем паман. Сентябрӗн 3-мӗшӗнче шкулта икӗ мина шартлатнӑ. Хӑтару штурмӗ пуҫланнӑ. Теракта пула 334 ҫын вилнӗ, вӗсенчен 186-шӗ – ачасем. 

Ҫавӑнтанпа сентябрӗн 3-мӗшӗнче терроризмпа кӗрешессинчи пӗршухӑшлӑх кунӗ пек паллӑ тӑваҫҫӗ. 

Урок ыйту-хурав формачӗпе иртнӗ. Вӗренекенсем заложника лекес пулсан мӗн тумаллине хуравламалла пулнӑ. 

Азат Валиахметов сӑмахӗсемпе, паянхи кун ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксем экстремистсемпе террористсен витӗмне ҫӑмӑллӑнах кӗрсе ӳкме пултараҫҫӗ, уйрӑмах Интернетра нумай ларакансем. Кунта ашшĕ-амӑшӗсен те тимлӗрех пулмалла, ачисем кампа хутшӑннине пӗлсе тӑмалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 3 сентября