Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тетӗшӗ шӑллӗсене хӑрушӑ вилӗмрен хӑтарнӑ

Килте республика программипе ларттарнӑ пушар сигнализаторӗ пулман пулсан инкекрен хӑтӑлаймастчӗҫ пулӗ ачасем.

Паян ирхине 7 сехет туласпа васкавлӑ службӑсен 112 номерӗпе Алексеевски районӗнчи Большие Полянки ялӗнче пӳртпе сарай ҫунни ҫинчен хыпар пӗлтернӗ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 14 ҫулхи арҫынача тӗлӗк витӗр пушар извещателӗн сассине илтсе вӑраннӑ. Вӑл кӗҫӗн шӑллӗсене – икӗ ҫичӗ ҫулхи тата пӗр вунӑ ҫулхи арҫыначана пӳртрен илсе тухасшӑн пулнӑ, анчах вӗсен ҫулне ҫулӑм пӳлнӗ. Вара тетӗшӗ чӳречене ҫапса ҫӗмӗрет те шӑллӗсене унтан кӑларса хӑтарать.
Пушар тытӑннӑ вӑхӑтра ачасем килте хӑйсем кӑна пулнӑ, амӑшӗ дежурствона кайнӑ пулнӑ.
Ирхине саккӑр туличчен пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Халӗ унӑн сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ.

Килте республика программипе ларттарнӑ пушар сигнализаторӗ пулман пулсан инкекрен хӑтӑлаймастчӗҫ пулӗ вӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев