Ял çыннин тинех çул нуши пӗтет
План тăрăх, 2018 çулта 29 районта 135 ял автобусӗн маршрутне йӗркелемелле. Арск районӗнче 6 маршрут йӗркеленӗ те ӗнтӗ, ытти районсенче конкурссем пыраççӗ.
Хальхи вăхăтра район центрӗсенчен ялсене çӳрекен маршруткăсем республикăра çукпа пӗрех. Çак ӗçе, тӗпрен илсен, вырăнти таксисем пурнăçлаççӗ. Паллă ӗнтӗ, такси вăл хаклă транспорт, унпа кашни кун ярăнаймăн, район больницине, ытти инстанцисене час-часах кайма тивсен пушшех те. Тинех транспорт проблемине республика асăрхарӗ пулмалла. Çитес вăхăтра 29 районта 135 ял автобусӗсен маршручӗ уçăлнине, çак тӗлӗшпе республика бюджетӗнчен 122,4 миллион тенкӗ укçа уйăрнине хыпарлать « АИФ-Казань» хаçат ТР Транспорт министерствин пресс-службин хыпарӗ çине таянса.
Августăн 17-мӗшӗнче министерствăн коллегийӗнче çур çулти ӗçе пӗтӗмлетнӗ май, ТР премьер-министрӗн ӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Нигматуллин кăçал муниципаллă районсене ял автобусӗсен маршручӗсене йӗркелеме республика бюджетӗнчен 122,4 миллион тенкӗ субсиди пама йышăннă. План тăрăх, 2018 çулта 29 районта 135 ял автобусӗн маршрутне йӗркелемелле. Арск районӗнче 6 маршрут йӗркеленӗ те ӗнтӗ, ытти районсенче конкурссем пыраççӗ. Çапла вара 2019 çулта транспорт проблемине татса пама бюджетран – 173,5, 2020 çулта 143 миллионшар тенкӗ уйăрма шутлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев