Тӳлевсӗр эмелсене валеҫессинче йывӑрлӑхсем ҫук
Кӑлтӑксене иртнӗ эрнере тикӗсленӗ
ТР Сывлӑх сыхлав министерствинче Covid-19-тан сипленмелли тӳлевсӗр эмелсене мӗнле валеҫни пирки каласа панӑ.
Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ тӑрӑх, Covid-19-тан сипленмелли тӳлевсӗр эмелсем валеҫме тытӑннӑ пӗрремӗш эрнере пысӑках мар йывӑрлӑхсем пулнӑ.
"Пӗтӗмӗшле ку ӗҫре печӗк кӑлтӑксем тӗлпулчӗҫ. Ман шутпа Эпир вӗсене иртнӗ эрнере ҫӗнтертӗмӗр. Паянтан эпир препаратсене ҫырса парса илсе ҫитерес пысӑк ӗҫе пуҫлатпӑр",– тесе палӑртнӑ Жаворонков.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, процесӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче коммуникативлӑ проблемӑсем пулнӑ: врач чирлӗ ҫын патне килнинчен пуҫласа "Таттехмедфармпа" тата волонтерсемпе хутшӑнасси таран.
"Ҫак мӗн пур пайсем пирӗн пӗрлехи механизм пек ӗҫлесе кайрӗҫ. Эпир иртнӗ эрнере йӑлтах пӗр процеса хутласа ятӑмӑр".– Хушса каланӑ министр ҫумӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев