Санпа пӗр пек ятлă çын пулни сиен кӳме пултарать
Чӑвашсем хушшинче пӗр хушаматлӑ ҫынсем нумай
Марий Эл Республикинчен РФ Патшалӑх Думине суйланма кандидатурине тӑратнӑ чӑваша Сергей Казанкова хирӗҫ оппоненчӗсем тепӗр чӑваша тӑратнӑ. Унӑн ячӗ-шывӗ Казанков Иван Иванович. Анчах та ку депутатӑн ашшӗ мар, Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ ҫын. Вӑл хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне те паман суйлав комиссине, мӗншӗн тесен...
Мӗншӗн тесен ун пек ҫынсене суйлав терминологийӗнче "спойлер" теҫҫӗ. Кансӗрлекен, чарса пыракан пӗлтерӗшпе. Кунта вара эпир таса мар политтехнологи куратпӑр. Мӗншӗн тесен Сергей Казанкова хирӗҫ ашшӗпе пӗр ятлӑ ҫынна тӑратакан политика партийӗн ячӗ те хӗрлӗ ялав идеалӗсене тӗпе хуракансенни пекрех. Мӗншӗн тесен вӑл парти (шел, агитаци пынӑ вӑхӑтра вӗсен ячӗсене асӑнма юрамасть) хӑй те спойлер. Ӑна Зюганов партийӗшӗн паракан сасӑсене туртса илме туса хунӑ пекех туйӑнать. Спойлерсем парламента лекеймеҫҫӗ, вӗсен ун пек тӗллев те ҫук пулмалла, анчах чӑн-чӑн кандидатсемпе партисемшӗн панӑ сасӑсене самай "вӑрлаҫҫӗ". Мӗншӗн тесен суйлакан участока килсен арпашса кайма пултарать: хӑш Казанкова суйламалла? Иван Иванович та паллӑ ҫын вӗт...
Таса мар политтехнологисемпе усӑ куракансем ҫакна кӗтеҫҫӗ те. Сергей Казанков кун пеккипе пӗрремӗш хут тӗлпулмасть. Иртнӗ суйлавра унӑн "тезки" суйлавра ҫӗнтереймен пулсан та, сасӑсен 4 процентне туртса илнӗ. Ҫавӑнпа та, улталанас килмесен, суйлав комиссийӗнчи информацие питӗ тимлӗн вуламалла, мӗншӗн тесен бюллетеньсенче кандидатсен сӑнӳкерчӗкӗсем пулмаҫҫӗ.
Чӑн-чӑн Иван Казанков хӑй суйлава хутшӑнманни пирки "Правда Марий Эл" хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев