Тольяттире пурăнакан Владимир Левуков çырнă сăвă
Вăл тĕрĕс çырнă ун чухне Хĕн-хурлă пурăнăç çинчен. Ун юрă-кĕвĕ, хайлавне Манмасть чăваш, хаклать тĕнче.
Аксу таврашĕ чаплă ен.
Вăл чаплă пулнă ĕлĕкрен.
Пуян тулли уй-хирĕпе,
Пуян вăл хăйĕн çыннипе.
Нумай пулмасть Хасан Туфан
Юп курчĕ çĕр çирĕм çултан.
Ак, халь черечĕ Шелепин.
Ăна та чыс-хисепĕ пин!
…Тăри хĕрсе юрланă чух,
Ака-суха вĕçленнĕ чух
Çак ен, илемлĕ çут тĕнче
Çуратнă халăх шăпчăкне.
Итленĕ вăл ача чухнех
Тăван асламăш чĕлхине.
Халап-юмах, чăваш юрри…
Мул пек пухайнă ун чĕри.
Илсе Ашмарин сĕнĕвне
Тĕпченĕ халăх сăмахне.
Калемĕ куçнă пĕр канми
Шăраннă пурнăçра курни.
Çак пурлăх ăс-тăнра тулсан,
Сăмах пуххи чунра пулсан,
Ун уçă витĕмлĕ сасси
Ăçта кăна-ши янраман?
Хĕвел пек çутă шанчăкпа,
Чĕкеç пек «ылтăн çунатпа»
Юрланă сăвăç халăхра –
Тăван енре, Шупашкарта.
Кив Тимушкел, Ӳсел, Сĕнче,
Шух Хăнтăрча та Çарăмсан…
Çак тăрăхри çĕр-шыв çинчен
Ун пек никам хастар çырман.
Сăнланă йывăр пурнăçа –
«Çĕлен», «Раççей»,е «Ваçанкка» -
Унта веçех чăн сăнарсем-
Харампырсем те сĕлĕхсем.
Мĕн чул-ши сăвăç тарăхман,
Раççей шăпишĕн кулянман?
Хĕрхеннĕ выç варлисене,
Питленĕ юнĕçенсене.
Тен, илтĕпĕр хăш-пĕринчен
Ăнланманне вăл çырнинче.
Выçса курман чух, пĕр тесен,
Пĕлеймĕн çăкăр мĕн хакне.
Вăл тĕрĕс çырнă ун чухне
Хĕн-хурлă пурăнăç çинчен.
Ун юрă-кĕвĕ, хайлавне
Манмасть чăваш, хаклать тĕнче.
Мухтав поэзи праçникне!
Çĕр хĕрĕх çул Шелепине.
Пĕрремĕш халăх шăпчăкне
Чыслать Аксу кĕрекере!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев