Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Тотальный диктант» акци: ăна кăçал 41 çӗршывра çырӗç

«Тотальный диктант» акцие хутшăнас текенсене регистрацилеме пуçланă. Апрелӗн 20-мӗшӗнче 41 çӗршыври 680 хулара пурăнакансем хăйсем еплерех çырма пӗлнине тӗрӗслӗç.

Хăнăхнă пекех вăл шкулсенче, вузсенче, музейсемпе библиотекăсенче, концерт залӗсенче иртет. Анчах та диктант çырмалли площадкăсен шутӗнче кăçал хăйне евӗрлисем те пур. Тӗслӗхрен, Саратоври А. Н. Радищев ячӗллӗ Ӳнер музейӗн Петров залӗ, Тамбоври Асеевсен авалхи усадьбин балконӗ, Новосибирскри ТЭЦ-4, Братскри гидроэлектростанци. Антарктидăра та диктант çыраççӗ кăçал — «Мирный», «Прогресс», «Новолазаревская» тата «Восток» станцисенче.


Диктант тексчӗн авторӗ хальхинче Анна Матвеева çыравçă тата журналист. Вăл ăна «Тотальный диктант» акцин тӗп хулин тӗп площадкинче — Томскри «Рубин» конгресс-центрта — диктант çыракансен умӗнче хăй вулӗ.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев