Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗп чăрăш уявӗ кăçал та «Татнефть Аренăра» иртнӗ

Декабрӗн 25-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов тӗп республика елкинче ачасене çывхаракан Çӗнӗ çулпа саламланă.

Республика елкине Хусана Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пиншер чи активлă, ăнăçлă, талантлă ачасем пуçтарăннă.

«Çа шутра эсир те тăрăшнипе кăçал Хусана «Ислам сотрудничествин организацийӗн Çамрăксен тӗп хули» статус пачӗç. Республика тепӗр хут пӗтӗм Раççейри «Ырă ӗçсен регионӗ» тата «Раççей студентсен çуркунни» конкурссенче çӗнтерчӗ», – чӗнсе каланă ТР Президенчӗ мероприятие хутшăнакансене.

Вăл çитес çул Тутарстанра Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкӗ пулассине палăртнă.

«Пиртен кашнийӗ наци йăли-йӗркисене аталантарас, пуян истори еткерлӗхне, культурăна, чӗлхене упрас ӗçре хăйӗн пайне кӗртеет. Сирӗн вăйăр – ирӗклӗн шухăшлама, стантартă мар йышăнусем сӗнме пултарнинче. Çакăнта сире шкул, спорт тата пултарулăх кружокӗсем, ачасен клубӗсем, çамрăксен пӗрлешӗвӗсем пулăшаççӗ. Сире пурăнăçра хăвăрăн вырăнра тупма сунатăп. Чи кирли – ан чакăр тата ан парăнăр. Сирӗнпе пӗрле аçăр-аннӗрсем, учительсем, наставниксем, пӗтӗм Тутарстан. Эпир юнашар пулатпăр, сире пулăшатпăр тата çитӗнӗвӗрсемшӗн савăнатпăр. Сирӗншӗн, сирӗнпе пӗрле Раççейшӗн тăрăшăпăр. Çывхаракан Çӗнӗ çул ячӗпе!», – тенӗ Рустам Минниханов.

Çулсерен республика чăрăш уявӗнче 8500 ытла ача хутшăнать. Кăçал çак мероприятие хайсене вӗренӳре кăтартнă, спорт ăмăртăвӗсенче тата пултарулăхра, общество пурнăçӗнче палăрнă ачасене чӗннӗ, çавăн пекех мобилизациленнӗ граждансен ачисене те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев