Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви çемье институтне çирӗплетес тӗллевпе 2025 çулта тӗрлӗ мероприяти ирттересшӗн

Çемье çулталăкӗ вӗçленет пулсан та çитес çул çемьесене тӗрев парассипе тата çемье институтне çирӗплетессипе малалла ӗçлемеллине ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина пӗлтернӗ.

Ведомство ирттерекен мероприятисен задачисем  «Демография» наци проекчӗн тӗллевӗсене туллинех тивӗçтереççӗ.

«Çемье – социаллă институт кăна мар, вăл хисепе, пирӗн тӗревпе тимлӗхе тивӗçлӗ япала. Эпир кăçал килӗшӳллӗ те телейлӗ общество тӑвассишӗн  кӑçал тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ утӑм пуласса чӗререн шанатăп», – каласа хăварнă вăл.

Пӗтӗм Раççейри çамрӑк çемьесен фестивальне, çамрӑксен хушшинчи коммуникацисемпе паллашусене аталантарма ирттерекен комплекслӑ программа, çамрӑк çемьесене наци йăли-йӗркипе туй ирттерме грант, «Семья. Мои ценности» социаллă роликсем, студентсен çемйинче ача çуралсан парăнакан парнесем, суту-илӳ центрӗсен территорийӗнче ача кӗтекен тата 3 çул тултарман ачаллă  хӗрарăмсем валли парковкăри вырăнсем, Тутарстанри районсем тӑрӑх çӳрекен «Курс на здоровье» автобус турӗ, çамрăксем валли йӗркеленӗ «Люби. Созидай. Вдохновляй» 10 проект сессийӗ – чылай мероприяти ирттерме сӗннӗ ведомство çитес çул.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи