Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн районти уйрăмӗ пуçарнипе Çӗпрелӗнче «Ал ăсти» конкурс иртрӗ

Уйăх каялла пуçарнă «Ал ăсти – 2025» конкурса декабрӗн 11-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи ача-пăча пултарулăхӗн «Планета талантов» çуртӗнче пӗтӗмлетрӗмӗр. Ялсенчен пурӗ 19 ал ăсти хутшăнчӗ унта. Кашнин ӗçӗ çӳллӗ шайра тата хăйне евӗрлӗ пулнипе жюри мӗнпур ăстана наградăсемпе чыслама йышăнчӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашни тăван енӗн культурипе йăли-йӗркине упрама хăйӗнчен пай кӗртет.

Мероприятин йӗркелӳçисем эпир Çӗпрел муниципаллă районăн ертӳлӗхне, уйрăмах администраци пуçлăхне Марат Ринатович Гафарова, Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Алексей Егорович Ярухина пирӗн пуçарăва çапла тимлӗх уйăрнăшăн çав тери тав тăватпăр. Эсир пулăшнипе «Ал ăсти – 2025» конкурс хутшăнакансемшӗн асра юлмалли пулăма çаврăнчӗ. Районти ача-пăча пултарулăхӗн «Планета талантов» çурчӗн коллективне тата ертӳçине Олег Витальевич Кузнецова тараватлăн йышăнса уяв атмосферине туса панăшăн, районти Культура çурчӗн ӗçченӗсене, «Çеçпӗл» ансамблӗн ертӳçине Наталья Николаевна Васильевăна чыслав церемонине илем кӗртнӗшӗн уйрăммăн тав тăватпăр.

Çаплах Чăваш хӗрарăмӗсен Çӗпрелӗнчи активӗн хастарӗсене: Галина Васильевна Кудряшовăна, вăл ертсе пыракан ансамбле, Светлана Владимировна Ларионовăна, Наталья Николаевна Васильевăна, Надежда Васильевна Григорьевăна, Наталья Николаевна Клементьевăна та ырă сăмахсем калатпăр.

Спонсорсене те палăртса хăварас килет, Анатолий Николаевич Белов, Азат Загитович Исхаков, Талгат Рифкатович Хусаинов, Светлана Юрьевна Белозерова, Алина Владимировна Мадурова пирӗн пуçарăва ăнланса тӗрев панипе конкурса хутшăннă кашни ал ăсти асăнмалăх парнеллӗ пулчӗ.

Çӳлерех асăннă çынсем пулăшни пире чăваш наци культурине малалла аталантарма, Çӗпрел районӗн халăхӗ хушшинчи туслăха çирӗплетме хавхалантарса пулăшать. Сире пăхса ырă ӗçсе тăвакансем хушăнсах пыччăр районта. Пурсăра та тепӗр хут чӗререн тав туса телей, мӗнпур пуçарура ăнăçу сунатпăр. Пирӗн пӗрлехи тăрăшулăх культурăна, халăх ремеслисене аталантарма пулăштăр.

Надежда МОКШИНА.

ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи.

Т. Игнатьева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество