Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Патшалăх Канашӗн эрнекунхи ларăвӗнче республика президенчӗн должноçӗ пирки хӗрӳ дискусси пынă

Депутатсем малашне ăна «Тутарстан Республикин Раисӗ» е «Тутарстан Республикин Пуçлăхӗ» тесе чӗнме йышăннă. Çавăн пекех депутатсем Рустам Минниханов хăйӗн полномочийӗсем 2025 çулта вӗçлениччен президент должноçӗнчех ӗçлессине çӗрӗплетнӗ.

Тутарстанри чи пысăк должность ятне улăштарас процесс конструктивлă иртни республика ертӳçисен, парламент депутачӗсен ăслăлăхӗ пирки калать. Вӗсем хăйсен, тата вӗсене суйланă халăхăн шухăшӗсене пӗлтернӗ. Халăха президент ят килӗшет пулсан та, вăхăт урăхла йышăну тума хистет. Ятарлă çар операциӗ иртнӗ вăхăтра çынсене пăлхантармалла мар, ку тăшмансене çак темăпа спекуляцилеме çеç майсем туса парать. Раççей çыннисем влаçсен вăл е ку ӗçӗнче иккӗленме тытăннине Анăçра кӗтсе кăна тăраççӗ. Федераллă закон пур. Регионрине унпа килӗшӳллӗн тумаллаччӗ. Эрнекунхи йышăну çак темăпа оптималлă пек туйăнать.
«Тутарстан Республикин Раисӗ» пирӗн республикăн пуян историне вак детальсем таран палăртать. Вăхăтсем çăмăл мар. Рустам Миннихановăн Раççей влаçӗсен араб çӗршывӗсенчи представителӗ пулма тивет, çакă мăсăльман тӗнчинче авторитет кирли çинчен пӗлтерет. Прецедентсăр санкцисен тата Анăçри чылай çӗршыв пирӗнпе ӗçлеме килшӗмен вăхăтра Миннихановăн çак вырăнти ӗçӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать, унăн кирлӗлӗхӗ паян çӗршывшăн стратегиллӗ. Кунта ятăн та пӗлтерӗшӗ пур. Хӗвелтухăçри чылай шейхсемпе хуçасем раис сăмаха аван пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен должноçа çапларах чӗнни Тутарстан Президентӗнчен пӗрре те кая мар йышăнăнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, ӗç унра тăмасть. Халăх тăнăçлă пултăр, республика лайăх аталантăр. Пурнăç лайăх пулни çынсенчен килет, должноçа мӗнле чӗннинчен мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев