Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР сывлăх сыхлав министрӗ диспансеризаци иртнӗ

Кашни çын çулталăка пӗр хутчен те пулин сывлăхне тӗрӗслемелле

Тутарстан Республикин сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин ХФУ-н Университет поликлиникинче диспансеризаци иртнӗ.

«Диспансеризаци кашни çыншăн пӗлтерӗшлӗ, патшалăх служащийӗ вăл е çук. Вăл яланхи процедурăсен шутне кӗмелле. Мӗншӗн тесен сывлăха тӗрӗслени çеç чирсен аталанăвне маларах тупса палăртма пулăшать, шала кайнă катастрофăсенчен хăтарма та. Ман шутпа, хӗрӗхрен иртсен çыннăн çулталăкне пӗр хутчен организмне тӗплӗн тӗрӗслемелле», – тесе палăртнă чиновник.

Марсель Миннуллин палăртнă тăрăх, çакнашкал медосмотрсенче чӗрепе тата юн тымарӗсемпе проблемăсем пулнине тупса палăртаççӗ. Юн тымарӗсен чирӗсем (вӗсене пула çынсен 8,6% вилет) кăна хăрушă мар, чӗрен ишемийӗ, ытти чирӗсем малти вырăна тухаççӗ. Хальхи медицина технологийӗсем вӗсене вăхăтлă асăрхаса чарма май параççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев