Тӗрӗксен историне кам лайăхрах пӗлет?
Тӗрӗксен историйӗпе интересленекенсемшӗн «Тархан» историпе культура конкурсӗн III сезонӗн çурма финалӗ иртнӗ
Тӗрӗксен историйӗпе интересленекенсемшӗн «Тархан» историпе культура конкурсӗн III сезонӗн çурма финалӗ иртнӗ
Унта Тутарстан Республикинчи тăхăр муниципаллă йӗркеленӳрен аслă классенче вӗренкен 12 ача хутшăннă. Умра финал. Вăл пӗрремӗш хут Пăлхарта иртет. Унта Ешӗлвартан, Хусантан, Нурлатран тата Маматăшран килнӗ финалистсем тупăшӗç. Çӗнтерӳçӗ «Тӗрӗк халăхӗсен историйӗ» профильпе Хусан Федераллă университечӗн Халăхсен хушшинчи институтӗнче бюджетлă вырăна вӗренме кӗрӗ. Телепроекта 2024 çулхи апрелӗн 23-мӗшӗнче ӳкереççӗ.
«Тархан» III сезонра çӗнӗ тӗссемпе выляса кайрӗ, истори тапхăрӗ, пулса иртнӗ ӗçсем самай анлăрх, тарăнрах курăнаççӗ, — тесе шутлать телепроект продюсерӗ Ирина Локтева. — Конкурс ӳкернӗ çӗрте университет преподавателӗсемпе тӗл пулни те пулас студентсемшӗн асра юлмалли, пӗлтерӗшлӗ самант. Кунсăр пуçне проект историне лайăхрах пӗлме пулăшать».
Çак проекта пуçарса яраканӗсенчен пӗри, ТР Культура министерствин уйрăмӗн пуçлăхӗ, историк Айрат Файзрахманов конкурсăн финалне Пăлхарта ирттернине ырланă, «Тарханăн» çӗнӗ сезонӗсенче те конкурс финалне республикăн историллӗ локацийӗсенче ӳкерессе шанать. «Тархан» пултаруллă, историе юратакан çамрăксене пӗрлештерӗ тесе шутдать вăл.
Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев