Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Цифра аталанӑвӗн министерстви килте ларакансене пулӑшасшӑн

Сӗнӳсене yardam@tatar.ru почта ҫине ямалла

 

Технопаркӑн ҫӳллӗ технологисен "ИТ-парк" командипе пӗрле Тутарстанри Цифра аталанӑвӗн министерстви Yardam.ru портала хута янӑ. Унта коронавирус инфекцине пула изоляцире ларакан республика ҫыннисем валли цифра сервисӗсене тата ҫӑмӑллӑхсене кӗртнӗ.
http://yardam.ru/ сайтра пиҫнӗ апат, продуктсем, эмел леҫесси, психологи пулӑшӑвӗ, федераллӑ тата республикӑри хӗрӳ линисем, вӗрентӳ ресурсӗсем, аякран ӗҫлемелле сервиссем, патшалӑхпа онлайн-меслетпе хутшӑнмалли меслетсене пухса ушкӑнлатнӑ.
Тутарларан «ярдәм»  "пулӑшу", "тӗрев" пек куҫать. Порталӑн ятӗнче унӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ – ҫынсене самоизоляцире ларма пулӑшасси, информаципе туллин тивӗҫтересси.
"Паянхи кун пиртен кашнийӗ коронавирус пандемиипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ун пекки пирӗнпе халиччен пулманччӗ-ха.
Эпир пурте хамӑр пурнӑҫа мӗнле комфортлӑрах тума пулнине, патшалӑх мӗнпе пулӑшма пултарнине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа та халь пирӗн хамӑра мӗнле тытмалли, мӗн тумалли, ӑҫта шӑнкӑравламалли ҫинчен пӗлмелле.
Пирӗн министерствӑн команди коронавирус пирки ыйтнисем ҫине хуравсем пуҫтарчӗ, ҫак лару-тӑрури комфортлӑ пурнӑҫ валли усӑллӑ сервиссене, рекомендацисене тата юлашки хыпарсене ятарлӑ сайтра пуҫтарчӗ. Эпир сӗнӳсен каталогне тӑтӑшах сарма шутлатпӑр, ҫавӑнпа та республикӑра пурӑнакансене, пӗчӗк бизнеса унта хутшӑнма ыйтатпӑр", – тенӗ цифра министрӗ Айрат Хайруллин.
Сӗнӳсене yardam@tatar.ru почта ҫине ямалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев