Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУЯНИЧЧЕН ТĂХХĂР ШУТЛА

Кăçалхи январь уйăхӗнче Г. тата А. çемйисем хваттер сутни-илни пирки килӗшӳ тунă. А. çемйи хваттере кредитпа илме шутланă, банк вӗсем ыйтнине тивӗçтернӗ. Çемьесем Нумай функциллӗ центрта хваттере сутни-илни çинчен килӗшӳ туса алă пуснă.

Апла-тăк харпăрлăх прави туянакансене куçнă, анчах та мӗншӗн-тӗр вӗсем ăна туянас шухăша пăрахăçланă. Сутакансем çакăн çинчен банка килӗшӳ тăрăх тивекен укçана куçарса памашкăн ыйтма килсен кăна пӗлнӗ. Хваттере сутакансем тӗпчесе пӗлнӗ тăрăх, туянакансем банкпа тунă кредит килӗшӗвне пăрахăçланă. 

Ӗçе Нурлат районӗн сучӗ урлах татса пама тивнӗ. Тавăç паракансем – Г. çемйи – хваттере сутни-илнин килӗшӗвӗ тăрăх хăйсене тивекен укçа-тенке процентсемпе, килӗшӗве пурнăçламаннипе парăнакан штрафпа (неустойка) пӗрле шыраса илме ыйтнă. Явап тытакансем те – А.çемйи – айккинче юлман, сутни-илни пирки калакан килӗшӗве пăрахăçласа хваттере тавăрса пама хирӗçле тавăç тăратнă. 

Нурлат район сучӗ Г. çемйин тавăçне тивӗçтернӗ, А. çемйин тавăçне вара тивӗçтермен. Тутарстан Республикин Аслă сучӗ те А. çемйи апелляци çăхавӗ тăратсан Нурлат район сучӗн йышăнăвне çаплипех хăварнă. 

Хваттер сутни-илни пирки калакан килӗшӳ туни – яваплă утăм. Çак утăма тăвиччен тӗплӗн шутламалла, унсăрăн ӗçне тунă хыççăн шухăша улăштарсан самай хака ларма пултарать. 

Альбина САМИГУЛОВА, 

Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев