Тулли мар мобилизаци обществон тата тепӗр кӑлтӑкне палăртрӗ
Ӗлӗк пӗччен аннен пособийӗ пысӑк пулнипе ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ мӑшӑрсем урӑх йышши пособи илес тесе шухӑшӗсене улӑштараҫҫӗ. Хӗрарăмпа пӗрле загсра мăшăрланмасăр пурăннă арçынсем хăйсен хутшăнăвӗсене официаллă майпа регистрацилесшӗн васкаççӗ
Çакна ытларах мобилизациленнӗ арçынсем тăвасшăн. Мӗншӗн тесен хăшӗсен пӗрлехи ачасем те пур. Çавăнпа та ашшӗ ятарлă операцине хутшăннă вăхăтра ачисене патшалăх пăхсан, аван пулмалла. Вăрçă хирӗнчи инкек арçыннăн пурнăçне татас пулсан, унăн официаллă арăмӗсемпе ачисем кăна çӗршыв компенсацине тивӗçеççӗ.
ЗАГС Управленийӗн начальникӗ Римма Миннуллина пӗлтернӗ тăрăх, мобилизациленнисен мăшăрланасшăн, анчах та частьрен тухаймаççӗ.
«Ӗнер эпир «Казань-Экспора» пултăмăр, мобилизациленнӗ граждансемпе тӗл пултăмăр. Вӗсен пурин те тенӗ пекех пӗр ыйтуччӗ: мӗнле хам хутшăнмасăр мăшăрланăва регистрацилемелле? Паян ӗç йӗркипе эпир авланас текен мобилизциленнӗ граждансан реестрне тăватпăр. Мобилизаци пункчӗн ертӳçисемпе эпир çар ретне тепӗр хут тăнă граждансен хăçан мăшăрлану заявленийӗсем çырмалли пирки калаçса татăлтăмăр. Кăмăл тăвакансем чаплă лару-тăрура регистрациленме пултарӗç», – тесе пӗлтернӗ ЗАГС Управленийӗн начальникӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев