Вырсарникунран çул укçи ӳсет
Февралӗн 3-мӗшӗнчен хусансемпе хула çыннисен обществăлла транспортпа çӳренӗшӗн 27 тенкӗ тӳлеме тивет.
Хусанти обществăлла транспорт предприятийӗсен ертӳçисем çул хакне вӗсем сӗннӗ пек 25 тенкӗрен 33 мар, 27 тенке кăна ӳстерме йышăннипе кăмăлсăр, транспорт тăкакне саплаштараймасть имӗш. Апла пулин те хула мэрийӗн вӗсен сассине те илтме тивнех, çапла вара малашне çул хакӗ Хусанта çулсерен 1-ер тенке ӳстерсе пыма шантарнă. Аса илтеретпӗр, февралӗн 3-мӗшӗнчен Хусанта çул укçи ӳсет. Аяларах таблицăра эл. проезднойсен хакӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев