Турă Амăшӗн Хусан турăшне Хусана июнӗн 14-мӗшӗнче илсе килеççӗ те кунти арçынсен Богородицки мăнастирӗнче (Большая Красная урамӗ, 5-мӗш çурт) вырнаçтараççӗ.
Турăш Хусанта пурӗ те икӗ кун, июнӗн 14-16-мӗшӗсенче, кăна пулать. Ун умӗнче пачăшкăсем хула çыннисемпе Турă Амăшӗн акафистне вуласа Раççей çарӗпе тăнăçлăхшăн кӗлтăваççӗ, тесе пӗлтерет Тутарстан митрополийӗ.
Аса илтеретпӗр, май уйăхӗн 6-мӗшӗнче Мускав Кремлӗнчен пуçланнă Турă Амăшӗн Хӗреслӗ çулӗ кунтах ноябрӗн 4-мӗшӗнче вӗçленет. Çак вăхăтра Турăш çӗршыври 60 хулана çитет. Хӗреслӗ çула Вырăс православи чиркӗвӗн паломничествăпа сăваплă япаласене çӳретессине аталантаракан комиссийӗ регионсен ертӳлӗхӗпе «Царьград» фонд пулăшăвӗпе йӗркеленӗ.( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев