Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турцире тата Сирире çӗр чӗтренӗ хыççăн питӗ нумай çын хур тӳснӗ

Турцин власть органӗсем пӗлтернӗ тăрăх, çуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнче 2379 çын вилнӗ, 14 483 çын аманнă. Çак хисеп, шел пулин те, сехетсерен ӳссе пырать.

Ванчăксем айӗнчен 7840 сывă çынна хăтарни çеç савăнтарать. Анчах та вăхăт ку чухне чи пысăк тăшман. Вăл тăрăхра халь сивӗ. Хăтару ӗçӗсем Сирире те пыраççӗ. 
Хӗллехи вăхăтра çынсем пурнас вырăнсăр, хӳтлӗхсӗр тăрса юлни хăйне пӗр пысăк проблема. Вырăнти власть органӗсем тата волонтерсем палатка лагерӗсем йӗркеленӗ, хваттерсӗр тăрса юлнă çынсене вӗсенче вырнаçтараççӗ. 
Раççей МЧСӗ Турцине хăтаруçăсен ушкăнӗсене самолетсемпе ăсатнă. Турцин Хусанти Генеральнăй консульствинче гуманитари пулăшăвӗ пухма тытăннă. Хусанта пурăнакансем унта ăшă япаласем илсе киле-киле параççӗ. Çавăнтах çӗр чӗртевне пула вилнисене асăнса мемориал йӗркеленӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев