Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Туртакан çынсем пуринчен те ытларах чӗре чирӗсемпе аптăраççӗ

Чӗре чирӗсем çамрăкланса пыраççӗ. Миокарда инфаркчӗ пирки калатпăр пулсан, кардиологи уйрăмӗнче 22 çул тултарнă пациентсем те пур.

Чӗрепе чирлӗ Тутарстан çыннисенчен нумайăшӗ туртма пăрахаймасть

Çакăн çинчен«Татар-информ» агентствора иртнӗ пресс-конференцире журналистсене Республикăри клиника больницин кардиологи уйрăмӗн заведующийӗ Альберт Гильманов пӗлтернӗ.

«Пирте чӗрепе чирлӗ 28 çулти çын мӗнлерех пулмалли пирки визуаллă ӳкерчӗк пур.  Ку вăл 60-70 килограм таякан вăтам комплекцилӗ çын, анчах та 100 процентӗнчех вăл туртать. Туртни – чӗрепе юн тымарӗсен катастрофине çывхартать çеç», – тесе палăртнă тухтăр.

Çакнашкал пациент, паллах, хăйӗн çамрăклăхне шаннипе сывлăхне те тӗрӗслемест. Унсăр пуçне, чӗре чирӗсене интенсивлă ӗç, шăрăх тата эрехпе иртӗнни çывăхлатаççӗ.

Миокарда инфаркчӗ пирки калатпăр пулсан, пирӗн 22 çул тултарнă пациентсем те пур, – хушса каланă Альберт Гильманов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев