Туслăх Çуртӗнче чăвашла чăрăш уявӗ иртнӗ
Ӗнер Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи Чăваш уйрăмӗнче вӗренекен ачасен Çӗнӗ çул уявӗ иртнӗ.
Ăна чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Шел пулин те чăваш уйрăмӗнче вӗренекен çирӗм пилӗк ачана уявпа саламлама пуçлăхсем хальхинче вăхăт тупайман.
Чăрăш уявне йӗркелекенсем Алексеевсен, Юнусовсен, Чаркинсен çемйисене чăвашла Çӗнӗ çула лайăх ирттерме пулăшнăшăн, парнесемшӗн тав тăваççӗ тата «Аталан» пӗрлешӗве интереслӗ юмах кăтартса панăшăн.
Сильвия Чаркина ярса панă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев