Тутарстан ачисем виççĕмĕш вырăнта
2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче Тутарстанри 251 шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри вĕренекенсен олимпиадин ҫӗнтерӳҫи е призерĕ пулса тăнă. Республика команди Мускавпа Мускав облаҫӗ хыҫҫӑн пĕлтерхи пекех виҫҫӗмӗш вырӑна тивĕçнĕ. Кун пирки пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ Минзалия Закирова пӗлтернӗ.
«Паян республикӑра ачасен пултарулӑхне уçма пĕтĕм услови пур, кашни ачана вĕренÿре тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене аталантарас енĕпе нумай ӗҫлеҫҫӗ», – терӗ Минзалия Закирова.
Тутарстан Республикин ертÿçисем те пулӑшнине асӑнчӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ, вĕсем олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укçа парса хавхалантараççĕ. Республика шайӗнчи олимпиадăсен ҫӗнтерӳçисене 10-шар пин тенкӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене – 200 пин тенкӗ, призерӗсене – 100 пин тенкӗ параçҫӗ. Вĕсене олимпиадăна хатĕрлене вӗрентекенсем те премисĕр юлмаҫҫӗ.
Олимпиадăна хутшăннă ачасем хушшинче Хусанти 131-мӗш номерлӗ лицейран вӗренсе тухнӑ Никита Перова палӑртмалла. Никита 2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче химипе Пӗтӗм Раҫҫейри вĕренекенсен олимпиадин ҫӗнтерӳҫи, 2023 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери Менделеев олимпиадин ылтӑн медалисчӗ тата Пӗтӗм тӗнчери 55-мӗш хими олимпиадин ылтӑн медалисчӗ пулса тӑнă.
«Никита Хусанти федераллӑ университетра малалла вӗренме юлни уйрӑмах мӑнаҫлантарать», – хушса хучӗ Минзалия Загриевна.
Унсӑр пуҫне Хусан хулинчи 2 № лицей-интернатра вӗренекен Гимран Абдуллин тата Хусанти федераллӑ университетӑн Лобачевский ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ Валерий Родионов Сингапурта информатика енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑна хутшӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев